Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх канашĕн «Физкультурăпа спорта аталантарас» ыйтусемпе ĕҫлекен хушма ушкăнăн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев: «Огромный социальный потенциал физкультуры и спорта необходимо использовать на благо процветания России»Ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх канашĕн «Физкультурăпа спорта аталантарас» ыйтусемпе ĕҫлекен хушма ушкăнăн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн спорта, физкультурăна аталантарассипе ҫыхăннă ҫул-йĕрсене тĕплĕн пăхса тухнă.

Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕн ҫумĕ Марина Томилова, федерацин тата регионсен ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тимлекенсем, РФ субъекчĕсенчи Спорт министерствисенче тăрăшакансем, тĕрлĕ спорт федерацийĕсен ертӳҫисем тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.  

Ларăва уҫнă май, Михаил Игнатьев спорт патшалăхшăн тата общество пурнăҫĕшĕн, социаллă ыйтусемпе экономика аталанăвĕшĕн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă.

«Раҫҫей аталанăвĕшĕн физкультурăпа спортăн потенциалĕпе туллин усă курса пымалла. Палăртнă тытăм тăкакĕ ҫав тери пысăк темелле мар. Спорт нацин кăмăл-туйăмĕпе, сывлăхне ҫирĕплетме витĕм кӳрекен пай шутланать», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Ҫĕршывра сывă пурнăҫ йĕркине вăй илтерсе пырас тесен, мĕн пур ĕҫсене комплекслă йĕркелемелле. Физкультурăпа спорт ыйтăвĕсене туллин тивĕҫтермелле, условисем те лайăх пулмалла. Физкультурăпа спорта пĕр-принпе пĕрлештерсе тухăҫлă ĕҫлекен управлени туса хумалла.

РФ Патшалăх Канашĕнчи туризм, физкультура тата спорт енĕпе ĕҫлекен хушма ушкăнăн, унăн ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пĕрле, халăх хушшинче кулленех спорта ҫӳрекенсен йышне нумайлатас тĕллевпе палăртнă мерăсем пирки ятарлă сĕнӳсем тăратма тивет.   

Ларăвăн пĕрремĕш канашлăвĕнче регионсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче физкультура тата спорт ыйтăвĕсене епле тивĕҫтерсе пыни пирки тарăн канашланă, кадрсем ҫинчен те сăмах пуҫарнă. Тĕп ыйтусенчен пĕри – спорта тата физкультура пайне ҫĕнетсе ылмаштарасси.  Федераци пайĕ регионсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени куҫкĕретех.  Тепре чухне муниципалитетсен шайĕнче ҫитменлĕхсене пур-пĕрех тупса палăртма пулать, ятарлă тытăм йĕркелесе яманнине кура, пăтăрмахсем те сиксе тухкалаҫҫĕ.    

Нумай муниципалитетсенче физкультура тата спорт енĕпе ятарлă специалист пулманни те пулкалать, вăл ĕҫе вĕренӳ, культура, социаллă сферăна аталантарассипе тимлекен специалистсем ҫеҫ ертсе пыраҫҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă, массăллă спорта аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене, пурин те пурнăҫа туллин кĕртсе пырас тесессĕн, чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче спорта пысăк тимлĕх уйăрмалла, кадр ыйтăвĕсене те татса памалла. Аслă ҫулсенчи ҫынсене, ватăсене спорта, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳни ҫав тери паха, вĕсен пурăнас ĕмĕрĕ тăсăлать, кĕлетке-ҫурăмĕ те ҫирĕпленет, кăмăл-туйăмĕ ырă енне куҫать.

Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăха спорта ҫӳреме условисем йĕркелесе тăратасси. Мĕн ачаран ҫынсене физкультурăна юратма, спорта ҫӳреме хавхалантармалла. Объектсем чаплă, условисем лайăх.    Регионта спорт шкулĕсем те сахал мар. Республикăра пурăнакан ачасенчен 33,5 пин-шĕ спортри ăсталăха туптама кулленех ҫӳрет.   Ҫăмăл атлетикăпа, шывра ишессипе, кĕрешӳ спортĕнче, йĕлтĕрпе чупассипе пирĕн ентешсем ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. Пĕтĕмпе регионта 71 тĕрлĕ спорт вăй илсе пырать.

2018 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин спортсменĕсем пĕтĕм Раҫҫей тата ҫĕршыв шайĕнче пулакан ăмăртусенче сахал мар хутшăннă, кăтарту 10,3 процентпа танлашать. Раҫҫей Федерацийĕн пĕрлештернĕ команди валли 183 спортсмена хатĕрленĕ Чăваш Республикинчен. Ял тăрăхĕсенчи спорт юхăмне «Урожай» физкультурăпа спорт обществин регионти уйрăмĕ ҫирĕп тĕрĕслесе витĕм кӳрсе пырать.  Пурĕ ялсенче 302 спорт пĕрлешĕвĕсем йĕркеленнĕ, вĕсенче 121 пин ҫын тăрăшать. 

Фоторепортаж



29 мая 2019
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter