«Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатĕнче мала тухнисемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫă калаҫу ирттернĕ, ăшшăн саламланă

Глава Чувашии поздравил победителей и призеров VII Национального чемпионата «Молодые профессионалы»Ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатĕнче Чăваш Енрен мала тухнă ҫамрăк яш-кĕрĕмпе уҫă калаҫу ирттернĕ. Чемпионата пĕтĕмпе Раҫҫей Федерацийĕн 82 регионĕнчен ятарлă ушкăнсем хутшăннă. Пирĕн ентешсем хĕрӳ тупăшура 16-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Енĕн туслă команди пĕтĕмпе тăхăр медале тивĕҫнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ ылттăн, иккĕшĕ кĕмĕл пулнă. 

Чемпионат Хусанта ҫу уйăхĕн 20-24-мĕш кунĕсенче иртнĕ, пурĕ унта 1500 ҫын хутшăннă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мала тухнисене ăшшăн саламланă, вĕсене вĕрентекенсене ырласа тав тунă.

«Сирĕн пысăк ҫитĕнӳсемпе эпир мăнаҫланатпăр. Вĕсем пирĕншĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклет пысăк кăтарту. Ҫитĕнӳсемпе эсир лăпланса лармасса шанатăп. Ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе савăнтарасса та ĕненетпĕр. Эсир ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх пулса тăтăр», – тенĕ регион Ертӳҫи. Сирĕн паха ĕҫ, ӳлĕмрен хăвăрăн пуласлăхăршăн та пысăк витĕм кӳрĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Республикăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене тĕпрен модернизацилессипе хĕрӳ ĕҫ пырать. «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хушма вĕрентӳ уйрăмĕсем хута кайĕҫ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан лабораторисем уҫăлĕҫ, вĕсем пĕтĕмпех федерацин тĕп стандарчĕсемпе тӳр килесси те куҫкĕретех тенĕ республика Пуҫлăхĕ. Аслă шкулсем ҫумĕнче хушма пĕлӳ паракан центрсем уҫма план тунă, ăна валли 2019-2021-мĕш ҫулсенче ĕҫлеме 1 млрд пăхса хăварнă.     «Ҫамрăк профессионалсем» (Worldskills Russia) Чăваш Республикинчи центр специалисчĕ Анна Крюковская хăйĕн сăмахĕнче республикăри яш-кĕрĕм ҫулран ҫул ăсталăхпа ыттисем хушшинче палăрса тăнине, вĕсен ҫитĕнĕвĕсем те куҫкĕретех пулса пыраҫҫĕ тесе ҫирĕппĕн каланă. Раҫҫей шайĕнче иртекен пысăк ăмăртусенче вĕсем чылай мала каяҫҫĕ, ыттисене кая хăварса хисепе тивĕҫсе пыраҫҫĕ тенĕ етрӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.      Калăпăр, 2017 ҫулта пирĕн ҫамрăксем хăйсен ăсталăхне 6 енпе кăтартса панă пулсан, кăҫал вара ҫак хисеп 15-е ҫитнĕ тенĕ регионти центр специалисчĕ.

«Финала тухма ҫулсерен йывăрлансах пырать. Кăҫал хатĕрленӳ тапхăрĕ валли те вăхăт сахал пулчĕ. Пирĕн ҫамрăксем хăйсене шеллемесĕр, ырми-канми тăрăшрĕҫ, кăтарту та ҫук мар», – тенĕ вăл.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов чемпионатра пирĕн ентешсем медальсене сахал мар тивĕҫнине асăннă. Кăтарту ку енĕпе ӳссех пырать тенĕ министр.  Пĕлтĕр пурĕ те ултă медаль ҫеҫ пулнă пулсан, кăҫал тăххăра ҫитрĕ тенĕ вăл.

Студентсене тарăн пĕлӳ панăшăн, професси пĕлĕвĕ паракан шкулсенче ĕҫлекенсене мухтанă министр.

«Пысăк профессионал ҫеҫ ачасене паха пĕлӳ пама пултарать», – сăмаха ҫирĕплетнĕ вăл. 

Кăҫал Хусанта ҫурла уйăхĕн вĕҫĕнче WorldSkills тĕнче шайĕнче чемпионат пулать. Унта Чăваш Енрен ĕҫ профессисемпе пиллĕк ҫамрăк хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕ. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, пĕрлештернĕ командăна вĕсем кĕрсен, ҫамрăксем Чăваш Ен чысне анчах мар, Раҫҫей хисепне те ҫӳле ҫĕклеме пултарĕҫ.  

«Раҫҫей шайĕнче пирĕн тăрăхри професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсем пирки ырăпа асăнаҫҫĕ. Федераци эксперчĕсем ĕҫлĕ визитпа час-часах Чăваш Республикине килеҫҫĕ. Вĕсем пĕрлештернĕ ушкăна паха пĕлӳсемпе тивĕҫтерессишĕн тăрăшаҫҫĕ», – тенĕ министр.

Чăваш Енри вăтам професси пĕлĕвĕпе тивĕҫтерекен учрежденисене юлашки 5 ҫул хушшинче 7 млрд яхăн укҫа тăкакланă, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатнă, специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма условисене лайăхлатнă. 

Тĕлпулăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе пĕрле регионти техникумсен тата колледжсен ертӳҫисем хутшăннă.  WorldSkills юхăмĕ ачасен пĕлĕвне ҫĕнетсе, хальхи пурнăҫпа килĕшсе вĕрентсе пыма витĕм кӳнине асăннă учрежденисен ертӳҫисем. 

Технологи техникумĕнче ăс пухакан Софья Афанасьева Чăваш Республикинче ăс-хакăл тĕнчине, пултаруллăха ӳстерсе пыма ҫав тери условисем лайăх тесе каланă. Куншăн пурне те тав тунă хĕрупраҫ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ахаль шкулсене професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă, предприятисемпе организацисене те ҫак ĕҫе ытларах та ытларах явăҫтарма сĕннĕ. Пултаруллă ҫамрăксене ĕҫпе тивĕҫтерекенсен вĕренӳ тапхăрĕнчех асăрхамалла, каярах хăйсем патне явăҫтарма тăрăшмалла тенĕ вăл.

Наци чемпионатĕнче хисепе тивĕҫнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав сăмахĕпе чысланă. Ҫамрăксене укҫан та тĕрев пама йышăннă, ылттăн медале тивĕҫнисем – 50000,  кĕмĕле илнисем – 40000, пăхăра тивĕҫнисем – 30000, медальон ҫĕнсе илнисем вара 20000 илĕҫ. Вĕсене ăс паракансене те патшалăх енчен тĕрев куҫать, кăтартусем ҫӳлерех асăннă виҫесемпе танлашаҫҫĕ.  

Фоторепортаж



31 мая 2019
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter