Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун ячĕпе саламлани

Хаклă ентешсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун ячĕпе саламлатăп!

Ачасем пире телей парнелеҫҫĕ, пурнăҫа пĕлтерĕш кӳреҫҫĕ. Шанăҫпа ĕмĕтсем, ҫутă пуласлăх кĕтни вĕсемпе ҫыхăннă. Патшалăх тата общество тĕллевĕ - ҫамрăк ăру кĕлетке тата кăмăл-сипет енĕпе сывă пултăр тесе тăрăшасси. Кашни ача тимлĕхе, ҫитĕннисем хăйне юратнине туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ача амăшĕпе ачалăха пулăшасси Чăваш Республикинче патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Ҫĕнĕ ача сачĕсен, шкулсен строительствине миллиард-миллиард тенкĕ хыватпăр, хушма вĕрентӳ тытăмне аталантаратпăр, культура тата спорт учрежденийĕсен сетьне йĕркеленĕ. Паян республикăра ачасене паха пĕлӳ памалли, вĕсем хăйсен талантне тӳрре кăлармалли, аталаннă ҫын, Раҫҫейĕн чăн патриочĕ пулмалли пĕтĕм услови пур.

Ҫемьен йăлана кĕнĕ хаклăхĕсене упраса хăварас, ашшĕ-амăшĕ яваплăха туяссине йĕркелес, ачасем тавра юрату, ырăлăх тата тимлĕх атмосферине упрас тĕлĕшпе ҫине тăрса ĕҫлетпĕр. Чăваш Ен ачисем вĕренӳре, спортра, пултарулăх енĕпе пысăк ҫитĕнӳсем туни савăнтарать - эпир вĕсен ăнăҫăвĕсемпе тивĕҫлипе мăнаҫланма пултаратпăр.

Ашшĕ-амăшне, педагогсене, ҫамрăксене вĕрентсе пыракансене, ҫитĕнекен ăрăва воспитани парас тата аталантарас ĕҫе хăйсен пĕлĕвне, вăйне, чунне паракан мĕн пур ҫынна чĕререн тав тăватăп. Пурне те  - ҫирĕп сывлăх, ырлăх, телей, хĕвеллĕ ҫулла, ачасене хаваслă кулă тата усăллă кану сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                     Михаил Игнатьев



31 мая 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter