2019-мĕш ҫул валли Чăваш Енре ача сачĕсен строительство ĕҫне пурнăҫлама 2,7 млрд тенкĕ пăхса хăварнă

В Чувашии на строительство детских садов в 2019 году направят 2,7 млрд рублейҪу уйăхĕн 31-мĕшĕнче стратегиллĕ аталану тата проектсен ĕҫ-хĕлне тишкерекен канашăн кулленхи ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.  

Ларăва уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчĕ наци тĕллевĕсем пирки палăртнă указа пурнăҫа кĕртме пуҫланăранпа ҫулталăк иртнине асăннă. Стратегиллĕ ыйтусене пурнăҫа кĕртме ултă ҫул пăхса хăварнине каланă.

«Нормативлă база пĕтĕмпех ҫĕнелсе ылмашăннă, бюджетра та кирлĕ пек мĕнпур укҫа-тенкĕне ҫителĕклĕ таран пăхса хăварнă», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Республикăра регион шайĕнчи 52 проект пурнăҫа кĕрет. Вĕсем пĕтĕмпех федераци проекчĕсемпе тӳр килсе тăраҫҫĕ тенĕ Пуҫлăх.

2019–2024-мĕш ҫулсм валли пĕтĕмпе бюджетра 77,1 млрд уйăрнă. Ҫитес виҫĕ ҫул хушши валли пурĕ 23,2 млрд тăкаклама пăхса хăварнă. 2019-мĕш ҫул валли – 9,6 млрд тăкакланасси планра пур тенĕ вăл. Укҫа-тенкĕ патшалăх тата муниципалитет программисене те пурнăҫа кĕртме ҫителĕклĕ тесе хыпарланă регион Ертӳҫи.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ палăртса хунă ĕҫсен пахалăх шайĕ ҫине ытларах тимлĕх уйăрмаллине каланă. Мĕнпур тĕллевсене ĕҫе кĕртес тесен, пурин те тăрăшмаллине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.   

«Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма ҫирĕп йĕрке, ĕҫ тухăҫлăхĕ те пысăк пулмалла. Мероприятисене комплекслă йĕркелесе пымалла. Мĕн пур шайра тăракан влаҫри ҫынсен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелле, халăхпа тачă ҫыхăнура тăмалла», –каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Наци проекчĕсемпе ĕҫлекенсен, тĕрлĕ ыйтусемпе яваплă ҫынсен Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тĕллевĕсене вăхăта вăраха тăсса пымасăр пурнăҫа кĕртмеллине асăрхаттарнă, халăха суя хуравсем памалла мар, ĕҫсене пурнăҫламалла, граждансем кая юлса пурнăҫланă ĕҫсене хапăл тумаҫҫĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫынсене ĕҫсен графикĕ, планĕ кăна кăсăклантармасть, объектсем хута кайни пĕлтерĕшлĕ, производствăсем уҫăлсан ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем те пулаҫҫĕ-ҫке-ха.   

Паянхи канашлура регионти хăш-пĕр проектсене ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă.

Ача сачĕсен йышне нумайлатма плана кĕртнĕ. Строительство ĕҫне пурнăҫлама икĕ садик валли – 2 млрд. 686 млн уйăрса хăварнă. Планпа килĕшӳллĕн  ача сачĕ – 17 пулмалла.

Объектсен ĕҫне епле пурнăҫласа пынине тĕрĕслеме халăха та явăҫтарсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕсем.

Ку хутĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи тирпей-илем пирки те чарăнса тăнă. Палăртма кăмăллă, кăҫал вăл ĕҫсене тума 500 млн яхăн пăхса хăварнă. Пурĕ 258 объекта тирпей-илем кĕртме плана кĕртнĕ. «Паха пурнăҫламалла ĕҫсене – ку пирĕн тĕп тивĕҫ. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитермелле. Таврара тирпейлĕх хуҫаланмалла», тенĕ Пуҫлăх.

Наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн ĕҫсене туллин тивĕҫтерсен, мĕн пур сфера хăватланса вăй илет. Экономика ҫирĕпленет, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланать тенĕ Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май.    «Ахаль ҫынсен пурнăҫне ырă енне куҫарса пыма проектсене пĕтĕмпех йышăнса хăварнă. Тĕрĕслев тени ҫирĕп пулмалла. Кулленех республикăри районсемпе хуласене ҫитсе килĕпĕр, вырăнти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашăпăр», тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



31 мая 2019
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter