Ҫуркунне тата Ĕҫ уявне пĕтĕмпе регионта 47 пин ытла ҫын хутшăнса хăйсен кăмăл-туйăмне ҫĕкленĕ

Свыше 47 тысяч жителей республики приняли участие в праздничных первомайских мероприятияхҪуркунне тата Ĕҫ уявне Чăваш Республикинче ҫав тери анлăн кĕтсе илнĕ. Уяв программи хаваслă та кăмăллă пулнă. Массăллă мероприятисенче пĕтĕмпе регионта 47 пин ытла ҫын хутшăнса хăйсен кăмăл-туйăмне ҫĕкленĕ.  Палăртмалла, республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче мероприятисем чаплă иртнĕ.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнче халăх тĕп урампа юрă кĕвĕпе янăраттарса утнă. Мероприятине профсоюз «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партипе пĕрле килĕшсе йĕркеленĕ. Хулан урамĕнче тĕрлĕ куравсем ĕҫленĕ, юрă-ташă ҫынсен чĕрисене ҫемҫетнĕ. Парадра ватти-вĕтти хар тăрса пĕрле килĕштерсе утнă.

Уявăн демонстрацине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Регион Пуҫăхĕпе пĕрле Чăваш Енĕн профсоюз организацийĕн ертӳҫи Анатолий Коршунов, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика Партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Юрий Кислов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хулин депутачĕсем, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ профсоюз организацийĕсен пайташĕсем, ĕҫ ушкăнĕсем, аслă шкулсенче ăс пухакансем, тĕрлĕ политика партийĕсен членĕсем тата та ытти нумай ҫынсем утнă. Ҫынсем алла ялавсем, шарсем тытнă  уяв паллине ҫирĕплетнĕ.

Ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ пĕтĕм професси представителĕсен пĕрлĕхне тата пĕр шухăшлăхне палăртать. Ҫак кун палăртнă пахалăхсем кирек хăш вăхăтшăн та кăтартуллă. Таса кăмăлпа пурнăҫлакан тăрăшуллă ĕҫ – кашни гражданинăн тивĕҫлĕ пурнăҫĕн, кашни ҫемьен, пĕтĕм обществăн, пĕтĕмĕшле илсен патшалăх ырлăхĕн никĕсĕ.

«Ҫав тери лайăх, халăх йышлă пухăннă. Апла пулсан, ҫынсем туслă пурăннине ҫирĕплетет ҫакă. Яваплăха туйса ĕҫлени хăйех пысăк савăнăҫ. Ырă улшăнусем Чăваш Енре пурăнакансем тăрăшса ĕҫленипе пулса пыраҫҫĕ. Ĕҫ ҫыннисене республикăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне тӳпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Ĕҫ яланах савăнăҫ тата тулли кăмăл парнелетĕр. Сире ҫирĕп сывлăх, ĕҫре ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем, тăнăҫлăх, килĕшӳлĕх, ыранхи куна ырă шанăҫпа кĕтсе илме, телей сунатăп», тенĕ уява пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртнă кун Хĕрлĕ тӳремре хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă. Пултарулăх ушкăнĕсем ҫынсене хăйсен кĕвви-ташшипе савăнтарнă.  Шупашкарта асăннă кун уявра вăтамран 37 пин ытла ҫын хутшăннă. 

Фоторепортаж



04 мая 2019
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter