Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пушар хуралĕн ĕҫченĕсене ăшшăн саламланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравил огнеборцев республики с профессиональным праздникомАка уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Пушар хуралне йĕркелесе янăранпа 370 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ професси уявĕпе мероприятине пухăннисене ăшшăн саламланă, ветерансене ҫитĕнекен ăрăва паха ĕҫ опытне парса хăварнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Пушара хирĕҫ кĕрешме регионта ҫулсерен бюджетран сахал мар укҫа-тенкĕ тăкаклаҫҫĕ. Пирĕн республикăра пушар подразделенийĕсене вут-ҫулăмпа кĕрешмелли ҫĕнĕ техникăпа тивĕҫтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вăрмансене пушарсенчен сыхлама, унти пушар хăрушсăрлăхне тивĕҫтерме, ҫавăн пекех вăрман пушар техникипе оборудованийĕ туянма ҫуллен ҫĕр-ҫĕр миллион тенкĕ уйăраҫҫĕ. Влаҫăн пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă мĕн пур органĕ тачă ҫыхăну тытса ĕҫлессине йĕркеленĕ, ҫакă вут-ҫулăма вăхăтра парăнтарма тата сиен калăпăшне чакарма май парать.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăх хушшинче ытларах профилактика ĕҫне йĕркелесе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Мĕн пур влаҫри ҫынсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлемелле», тесе каланă вăл.  

Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Енĕн вут-ҫулăмпа кĕрешекенĕсем хăйсемшĕн ҫак пахалăхсем пурте кăтартуллине пĕрре кăна мар ĕнентерсе панине палăртнă. Вĕсем инкеке лекнĕ ҫынсене пулăшма кирлĕ самантра ҫитеҫҫĕ, ҫынсене пушарсенчен хăтараҫҫĕ, пурлăха тата ҫут ҫанталăка упраса хăвараҫҫĕ тенĕ вăл.

Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Станислав Антонов ĕҫчешсене саламланă май, служба тивĕҫне пурнăҫлакансен ҫитĕнĕвĕсем ҫав тери пысăк пулнине асăннă.

Яланхиллех, хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, республикăн пушар службин мĕн пур ĕҫченне, ирĕклĕ пушар дружинисен членĕсене, хăйсен пуян опытне ҫамрăксене паракан ветерансене чунтан тав тунă, хăрушлăхпа ҫыхăннă ĕҫре ҫирĕп сывлăх суннă.

Фоторепортаж 



06 мая 2019
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter