Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хăш-пĕр районсене ҫитсе килнĕ, уй-хир ĕҫĕсемпе паллашнă

Чăваш Республикинче хĕрӳ ĕҫ вăхăчĕ пырать. Хуҫалăхра тăрăшакансем ырми-канми уй-хирте вăй хураҫҫĕ. Паянхи куна илес пулсан, ҫурхи культурăсене 119 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварма та ĕлкĕрнĕ. Кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 63,4 процент пулать. Ҫĕрулмине те хуҫалăхсенче аванах лартса пыраҫҫĕ, паянхи куна 625 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче лартса хăварнă. Пахча ҫимĕҫ культурисене те ял ĕҫченĕсем кирлĕ пек шайра акса пыраҫҫĕ. Кишĕр, кăшман таврашне тахҫанах лартса хăварнă.

Паян, ҫу уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хăш-пĕр районсене ҫитсе килнĕ, унти уй-хир ĕҫĕсемпе паллашнă.

«Прогресс» АХО Шупашкар районĕнче вырнаҫнă. Регион Ертӳҫи ҫурхи ӳсен-тăрана хуҫалăхра епле акса хăварнипе кăсăкланнă.  Пĕлтĕр хуҫалăх 1649 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫурхисене акнă, тухăҫ пысăк пулнă, кăтарту 4656 тоннăпа танлашнă.

«Прогресс» АХО генеральнăй директорĕ Сергей Ванюшкин хăйĕн сăмахĕнче хуҫалăхра уй-хир ĕҫĕсем ҫак кунсенче вĕҫленеҫҫĕ тесе хыпарланă.  Кĕрхи культура кăштах анранă, шăтса тухман лаптăксене ҫĕнетессипе вĕсем ырми-канми тăрăшнине пĕлтернĕ. Хуҫалăх лартса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсене ӳстерсе пыма тĕллев тунă, районта усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртме те плана кĕртнĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Хăш-пĕр усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсене арендăна илнĕ. Вĕсене ĕҫлеттерме шутлатпăр. Патшалăх енчен сахал мар тĕрев куҫать. Паха вăрлăхсене туянма чылай пулăшу куҫрĕ»,  тенĕ хуҫалăх ертӳҫи. Уйра паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк техника кĕрлет тенĕ вăл.

Пур-пĕрех хуҫалăхсем хăшĕсем васкаманни сисĕнкелет.  «Приволжское»  АУО ертӳҫи Константин Григорьев, паянхи кун та вĕсем уй-хир ĕҫĕсене тухман.  Республика Пуҫлăхĕ пăшăрханса каланă кун пирки, кун пек наянлăх пулмалла мар тесе асăрхаттарнă. Ыйтăва уҫăмлатма район администрацийĕн пуҫлăхне Владимир Димитриева хушнă. Вырăнти ертӳҫĕсем ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе сӳрĕк ĕҫленине палăртнă.  

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил ряд районов республики, где проинспектировал ход полевых работ 

Элĕк районĕнче «Новый путь» ЯХПКра республика Пуҫлăхĕ ырă енсене курса хакланă. Хуҫалăх чăнласах та патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă курни куҫкĕретех тенĕ вăл. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ ӳссех пырать хуҫалăхра.  Хуҫалăх кăрлач-пуш уйăхĕсенче кăҫал 969,4 тонна сĕт тирпейлесе илнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе пăхас пулсан  пысăк тенĕ ертӳҫĕсем.

Выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче ĕҫлекен ҫамрăк хĕрупраҫпа – Регина Михайловăпа курса калаҫнă республика Пуҫлăхĕ. Ял хуҫалăх академийĕнчен вĕренсе тухсанах, вăл хуҫалăха килнĕ, зоотехник пулса ĕҫлеме килĕшнĕ.  «Мана ялта ĕҫлесе пурăнма питĕ лайăх. Ĕҫ укҫи пысăк, условисем чаплă»,  тенĕ хĕрача.

Ку районта регион Ертӳҫи йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕҫсем епле пулса пынипе те кăсăкланнă. Район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Куликов хăйĕн сăмахĕнче, ялсенче кашни кунах ҫӳп-ҫапа тирпейлесе пуҫтарса тухнине хыпарланă.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе активлăрах ĕҫлеме сĕннĕ республика пуҫлăхĕ вырăнти халăха.  

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил ряд районов республики, где проинспектировал ход полевых работ

Регион Пуҫлăхĕ паян ҫул ҫӳревпе Вăрнарти аш-какай комплексĕнче те пулнă, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă.   Агрохолдинг ертӳҫи Юрий Попов, предприяти ĕҫĕ пирки кĕскен каласа кăтартнă хăнасене. Паянхи куна вĕсем кукуруза акса хăварассипе тимлеҫҫĕ.  Ҫурхисене пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн акса хăварнă тесе хыпарланă организацийĕн президенчĕ. Кĕрхисем чаплах мар, шăтса тухман ҫĕр лаптăкĕсене ҫĕнетессипе тăрăшатпăр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Вурнарский мясокомбинат»  АО генеральнăй директорĕ Николай Аливанов предприяти кăҫал сĕт-ҫу, аш-какай тирпейлессипе курăмлă ĕҫлесе пынине каланă. Хуҫалăхра ҫамрăксем сахал мар пулнине те хыпарланă вăл. Паян предприятине яш-кĕрĕм пĕтĕм кăмăлтан вырнаҫнине пĕлтернĕ ертӳҫĕсем, шалу укҫи те вĕсен пысăк тенĕ. Ĕҫлеме тепĕр тесен, условисем чаплă, ҫакнах пуҫлăхсем те курса ĕненнĕ.

Михаил Игнатьев Вăрнар районĕн администрацийĕн пуҫлăхне Леонид Николаева ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра муниципалитетра вĕҫлеме чĕнсе каланă, ҫĕр ĕҫченĕсен ҫанталăк лăпкă тăнине кура, ырми-канми тăрăшмаллине, кунĕ-ҫĕрĕпе уйра тимлемеллине асăннă.

Йĕпреҫре «Агрофирма «Пионер» ТМЯО регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак кун пулнă. Юлашки ҫулсенче хуҫлăх ҫĕнĕ культурăсене акса ҫитĕнтерессипе тăрăшать: горчица, рапс тата донник лартать.  Вĕсен те хуҫалăхра лаптăк-лаптăкĕпе кĕрхисем пуҫ илеймен, хăшĕсенче вара, ешермеллипех сип-симĕс лараҫҫĕ.

Михаил Игнатьев кĕрхисемпе ытларах кăсăкланнă, упраннисене епле сыхлама май килни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.

Елчĕкре  «Агрофирма «Слава картофелю» ТМЯО халăх ҫĕрулмине лартса хăварассипе ырми-канми тăрăшать. Ертӳҫĕсем вăрлăхсемпе кăсăкланнă, лаборатори уйрăмĕсене кĕрсе тухнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

Елчĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Миллин муниципалитетра Лапшинсен хуҫалăхăпе паллаштарнă республикăран килнĕ хăнасене.  Ҫурхи культура уйра пуҫ кăларнине хăнасем курса савăннă. Регион Ертӳҫи ҫĕр ĕҫченĕсене тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Ĕҫлĕ ҫул ҫӳреве пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чăнласах та, регионта ял хуҫалăхĕ хăватлă аталанса пынине курса ĕнентĕм тенĕ. Ҫĕнĕ технологи пурнăҫа кĕрсе пыни те куҫкĕретех, патшалăх енчен пулăшу вăхăтра куҫать, ҫĕр ĕҫченĕсем вĕсемпе тĕллевлĕн усă кураҫҫĕ тенĕ вăл.

«Ҫĕре юратмалла, ăна туймалла, кахалланса кăна ларма юрамасть. Тăрăшсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать, тăван ҫĕре ырă туни каялла ырăпах таврăнать»,  тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 

Фоторепортаж



06 мая 2019
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter