Кăҫал ҫурхи ĕҫсем пĕлтĕрхинчен чылай хăвăртрах пулса пыраҫҫĕ

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем ҫуркуннехи тапхăрпа пулса пыракан уй-хир ĕҫĕсем пирки тарăн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, кăҫалхи ҫул кĕрхи культурăсем япăх хĕл каҫнине хыпарланă. Апла пулсан, ҫурхисене ытларах акса хăварма тивет тенĕ вăл. Кăтарту паллă, маларахри ҫултан 15,5 процент чухлĕ пысăкрах, пĕтĕмпе 358 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ӳсен-тăрансене акса ҫитĕнтерме тивет.

«Ҫурхисене акса хăварма вăрлăхсем ҫителĕклĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче кĕрхи ӳсен-тăран пĕтнĕ, вĕсене ҫĕнĕрен тирпейлемелле.  Хушма укҫа-тенкĕ тăкакланать. Вăтамран хушма тĕрев 150 млн куҫармалла. Енчен те вăрлăх илнисемпе пĕрле шутлас пулсан, вара кăтарту 240-720 млн танлашасси те куҫкĕретех»,  тенĕ Сергей Артамонов.  Акса хăварнă кĕрхи культурăсем ытларах Елчĕкре, Улатăрта, Пăрачкав тăрăхĕсенче пĕтнĕ.   

Республикăра кăҫал ҫурхисене акса хăварма ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче пуҫланă. Пĕлтĕрхинчен паллă, 11 кун маларах тухни курăнать.  

Ҫу уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне республикăра 130 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче вăрлăхсене акса хăварнă. Хĕл каҫман культурăсем вырăнне те ҫĕннипе улăштарнă.  Кунне хуҫалăхсенче 10,9 пин га ҫĕр лаптăкне тирпейлесе акса хăвараҫҫĕ.  

«Ҫанталăк лăпкă тăрсан, хуҫалăхсем уй-хир ĕҫĕсене ку эрнере пĕтĕмпех вĕҫлеме тĕллев лартаҫҫĕ»,  тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин ял хуҫалăх ертӳҫи.

Палăртма кăмăллă, ҫурхи ĕҫсене республикăра 151 хуҫалăхра тĕпрен вĕҫленĕ те.

Регионти 12 районта ҫĕрулмине лартнă. Ытти пахча ҫимĕҫ культурисене лартса хăварассипе те хуҫалăхсем аванах тăрмашаҫҫĕ.  Сухан, кишĕр анисем тахҫанах ĕнтĕ тирпейленнĕ. Хăмла лартса хăварассипе те хĕрӳ ĕҫ пырать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫурхи ĕҫсем республикăра курăмлă пулса пынине каланă.  Ăҫта, хуҫалăхсенче ҫурхи ĕҫсем вĕҫленнĕ – вĕсен техникисене ытти хуҫалăхсене тăратма, пĕрне-пĕри пулăшу памаллине чĕнсе хăварнă Пуҫлăх.  Технологи пирки те манма юрамасть, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан меслетсемпе усă курма хушнă республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  



06 мая 2019
14:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter