Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Радио кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫыхӑнӑвӑн мӗнпур отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Радио кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Раҫҫей ҫынни Александр Попов аслӑ ученӑй радио шухӑшласа кӑ­ларни – этемлӗхӗн малашнехи кун-ҫулӗ ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ паллӑран та паллӑ пулӑм. 1895 ҫулта туса хатӗрленӗ пӗрремӗш радиоприемник пра­луксӑр ҫыхӑну мелне ҫирӗплетнӗ, вӑл  вара каярахпа мӗнпур ҫӗнӗ технологисен никӗсӗ пулса тӑнӑ. Цифрӑлав саманинче те радио унчченхи пекех хисепре шутланать тата  вӑл пур ҫӗрте те яланах пирӗнпе – ӗҫре те, килте те, транспортра та, кану вырӑнӗсенче те.

Радио, карас ҫыхӑнӑвӗ, цифра телевиденийӗ, интернет пирӗн пур­нӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ, ӑна туллирех тата хӑтлӑрах тӑваҫҫӗ. Паян Чӑваш Енӗн чи аякри кӗтесӗнче пурӑнакансем те хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе тата тӑванӗсемпе пӗр чӑрмавсӑр ҫыхӑнса калаҫма пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех республикӑра, ҫӗршывра тата тӗнчере пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен вӑхӑтра пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтри технологисем инҫӗшне ҫывӑхлатма кӑна мар, тер­риторисен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма та пулӑшаҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ наци проекчӗсенчен пӗрне экономикӑна цифрӑлас ӗҫе халалланӑ. Пирӗн тӗллев – пысӑк калӑпӑшлӑ даннӑйсене памалли, тишкерсе тухмалли тата упрамалли конкуренцие юрӑхлӑ, ҫирӗп тата хӑрушлӑхсӑр инфратытӑм туса хурса халӑх хуҫалӑхӗн мӗнпур отрасльнех ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртме майсем йӗркелесси.

Ҫыхӑну отраслӗнче вӑй хуракан ҫамрӑк специалистсен ӗҫри ӑс­талӑхӗпе хастарлӑхӗ тата ветерансен пуян опычӗ умри тӗллевсене туллин пурнӑҫлама май парасса шанса тӑратӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ырӑ шанӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 Михаил Игнатьев



07 мая 2019
07:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter