Чăваш Республикинче Ҫĕнтерӳ ҫарпа патриотизм парадне виҫĕ пин ҫурă ача хутшăннă

В Чувашской Республике в детском параде Победы приняли участие три с половиной тысячи дошколят и кадетов Ҫу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре, ача сачĕсене ҫӳрекенсен тата хулари юнармеецсен уйрăмĕсенче вĕренекенсен йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан ҫарпа патриотизм парачĕ иртнĕ.

Ҫĕнтерӳ парадне пуҫтарăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн тав тунă.  

Регион Пуҫлăхĕ ҫамрăк яш-кĕрĕме, пухăннă мĕнпур халăха ҫывхарса килекен чаплă уявпа, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитнĕ ятпа, хĕрӳллĕн саламланă.

Ашшĕ-амăшĕсене, ачасене ăс паракансене, вĕрентӳ учрежденийĕсенче ĕҫлекенсене ҫитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса хăварнă.

Мĕн ачаран паттăрсене хисеплеме вĕрентсе пымаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. Вĕсен патриотизм туйăмĕ пысăк пулмаллине палăртнă вăл.

 Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗнчи ҫак сӑваплӑ кун пирӗн халӑхӑн ҫирӗп пӗрлӗхне, унӑн калама ҫук паттӑрлӑхӗпе чун хавалӗн виҫесӗр вӑйне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине сӑнарлать. Вӑл пирӗн чӗресене ҫӗршывӑмӑршӑн мӑнаҫланма хистекен ырӑ туйӑмсемпе ҫупӑр­лать тенĕ Пуҫлăх.

«Парада хатĕрленни, ҫар тумĕ тăхăнни - историне пĕлме хистет. Ачасем хăйсен тăванĕсем пирки ытларах та ытларах пĕлме тăрăшаҫҫĕ. Вăрҫă ҫинчен тарăнрах тĕпчеме пуҫлаҫҫĕ. Шанатпăр, пирĕн ачасем ҫĕршывăн тивĕҫлĕ гражданĕсем пуласса», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  

Паян парада 3,5 пин ача хутшăннă. Пирĕн республикăра кăҫалхипе ҫарпа патриотизм парачĕ пиллĕкмĕш хут иртнĕ. Пĕлтĕр «RussianOpenEventExpo» тата туризм енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раҫҫейри конкурсра пирĕннисем чи маттуррисем пулнă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.  

Фоторепортаж



08 мая 2019
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter