Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсене Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Михаил Игнатьев поздравил с Днем Победы ветеранов Великой Отечественной войныҪу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Вега» сывлăха ҫирĕплетекен центрта сипленекен Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсемпе ăшшăн курса калаҫнă. Кунта пĕтĕмпе 101 ҫын канать. Вĕсенчен 30-шĕ тыл ĕҫченĕсем, 9-шĕ вара Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунă салтаксен арăмĕсем.

Уҫă тĕлпулăва регион Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Роза Кондратьева, республикăри ветерансен канашĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Генрих Васильев хутшăннă.

Сумлă ветерансене ҫывхарса килекен Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă килсе ҫитнĕ хăнасем.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансене саламланă май, ҫак уяв ҫĕршывăн чи пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ тесе каланă. Тĕнчипех тĕрлĕ акцисем иртеҫҫĕ, аслă ҫынсене хисеплесе, паттăрсене чыс туса пуҫ таяҫҫĕ. Регионта сахал мар тĕрлĕ мероприятисем пула пыраҫҫĕ, кашни ветерана тимлĕх уйăраҫҫĕ.

«Паттăр салтаксене эпир ĕмĕрех асра тытатпăр, вĕсен ятне манма пултараймастпăр. Чăваш Енре пурĕ ҫывхарса килекен уяв умĕн 2,5 пин ытла мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Кашни районта, хулара чаплă пулăмсем пулса иртеҫҫĕ. Ачасем ветерансемпе тĕл пулса калаҫма тăрăшҫҫĕ. Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем пирки ыйтса пĕлеҫҫĕ, ҫырса хăварма тăрăшаҫҫĕ. Тăшмана парăнтарни пурсăмăрта та мăнаҫлăх ҫуратать. Ҫĕнтерӳ туни - Тăван ҫĕршыва, тăван тавралăха, ветерансене - асаннесемпе асаттесене, кукамайсемпе кукуҫисене тата та ытларах хисеплеме, юратма хистет», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Республика Пуҫлăхĕ ветерансем обществăлла ĕҫсене хастар хутшăннине ырласа каланă, ҫитĕнекен ăрăва воспитани пама витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

Вӑрҫа тата геройсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхне ҫирӗп асра тытни пире, пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗпе чечекленӗвӗшӗн пул­таруллӑ ӗҫлеме хавхалантарса тӑтӑр тенĕ Пуҫлăх сăмаха ҫавăрса.

«Сирĕн куҫсем ҫиҫеҫҫĕ, чун ҫамрăк, чĕре хĕрӳллĕн тапать», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Пирĕн республикăра ветерансене яланах пысăк тимлĕх уйăрнă, малашне те ҫаплах пулĕ тенĕ регион Ертӳҫи.  

Республикăри ветерансен канашĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Генрих Васильев ăшшăн саламланă ватăсене. «Ахальтен мар пулĕ, асаилӳ пур пулсан, ҫын паян та чĕрĕ, пурăнать», тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ветерансен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă, патшалăх пулăшăвĕсем пирки тĕплĕнрех ăнлантарса панă.  

Уявра Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Анфиса Николаевăна 90 ҫул тултарнă ятпа чун-чĕререн ăшă сăмахсем каланă, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин саламне парса чысланă.

Ветерансем вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем пирки аса илнĕ.

«Эпир питĕ лайăх астăватпăр, пире йывăр пулнă. Пирĕн вăрҫă пирки манма юрамасть. Кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те, вӑрҫӑ нушисене чӑтса ирттернӗ, ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫнӑ», –  тесе аса илнĕ ĕҫ ветеранĕ Виталий Сергеев.

Тыл ĕҫченĕ Вера Орлова вăрҫă пуҫланнă вăхăтра 9 ҫулта пулнă, Шупашкар районĕнче колхозра ĕҫленĕ. Унăн пиччĕшĕ вăрҫăра пуҫне хунă. Ялтан 76 ҫын вăрҫă хирне тухса кайнă. Вăрҫăна ăсатнă салтаксене асăнмалăх панă тутăрсене паянхи кунччен те упраса пурăннă ветеран. Хăнасене те кăтартнă вăл сумлă парнене ҫак кун.

Тăлăха юлнă  Генриетта Козлова   пухăннисем умĕнче хăй шăрчаланă сăвва вуласа панă.

Ватăсем, вăрҫă ветеранĕсем, тыл ĕҫченĕсем республика ертӳлĕхне хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Мероприятинче ветерансене чĕрĕ чечексем парса чысланă,  республика Пуҫлăхĕ ятĕнчен парнесемпе хавхалантарнă, пурте пĕрле вăрҫă пирки кĕвĕленĕ юрăсене юрласа кăмăлсене хускатнă.   

Фоторепортаж



08 мая 2019
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter