Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ Семен Коноваловăн – Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕн хĕрĕпе Ирина Коноваловăпа уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с дочерью героя Великой Отечественной войны, подвиг которого лег в основу фильма «Несокрушимый»Ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ Семен Коноваловăн – Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕн хĕрĕпе Ирина Коноваловăпа уҫă тĕлпулу ирттернĕ.

Кăҫал Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитет. Республикăра ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Несокрушимый» фильма тӳлевсĕр пăхма май пулнă Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне чăннипех лайăх парне. Михаил Игнатьев çак фильм пирĕншĕн питĕ çывăххине палăртнă: вăл вăрçăра фашистсен нумай танкне тĕп тунă паттăр танкист Семен Коновалов çинчен ӳкернĕскер. Çав çын чăваш, çакна документсемпе çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Ирина Бродская хăйĕн сăмахĕнче унăн тăванĕсем чăвашсем пулнине, ачалăхра час-часах ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле Тăвай районне килсе ҫӳренине хыпарланă.

Регион Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев сумлă хăнана пуласлăхра пысăк калăпăшлă кĕнеке пичетленсе тухнине, паттăр салтакăн кун-ҫулĕ пирки тарăн хыпарсем унта пуласса пĕлтернĕ.   Ҫĕнĕ проекта «ТехноНИКОЛЬ»  Корпорацийĕн Президенчĕ, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Советникĕ Сергей Колесников витĕм кӳнине палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре пурăнакансен хăйсен паттăрĕсене ялан асра тытмалла тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Калаҫу вăхăтĕнче Ирина Бродская республика Пуҫлăхне тав тунă, пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтанă.   Ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕҫре республика сахал мар тăрăшнине те асăннă хăна.  «Кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те, вӑрҫӑ нушисене чӑтса ирттернӗ, ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫнӑ, хӑйсен пурнӑҫне тӑнӑҫ­лӑхшӑн, ҫитес ӑрусен никама пӑхӑнманлӑхӗпе ирӗклӗхӗшӗн панӑ ҫынсен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫа тухмӗ», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерствин департаменчĕпе килĕшӳ тунă тăрăх, ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăри 16 кинозалта тӳлевсĕр «Несокрушимый»  фильм курнă. 

Фоторепортаж



08 мая 2019
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter