Аслă Ҫĕнтерӳ кунĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Нихăçан сӳнмен çулăм умне чечексем хунă

В День Победы Глава Чувашии Михаил Игнатьев возложил цветы к Вечному огнюТăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалласа паян республикăн кашни район-хулинчех йышлă мероприяти иртет.
Акă Шупашкарти "Çĕнтерÿ" мемориал комплексне çын йышлă пухăннă. Георгий хăйăвĕ çыхнă çынсем вăрçă çулĕсенчи тата патриотизм юррисене итлесе Çар мухтавĕн монуменчĕ патнелле утнă. Вăрçă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе сывлăх суннă, иртнине аса илнĕ май нумайăшĕн куçĕ шывланнă. Монумент умне пухăннисем хаяр вăрçăран таврăнайман, паттăррăн пуç хунă, сурансене пула тата мирлĕ вăхăтра пурнăçран уйрăлнă çĕнтерÿçĕ салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нихăçан сÿнмен çулăм умне чечек кăшăлĕ хунă. Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн, хула Пухăвĕн депутачĕсем, вăй ведомствисен представителĕсем, политика партийĕсен тата общество организацийĕсен хастарĕсем хутшăннă. Çамрăксемпе кадетсем, шкул ачисем, хула çыннисем те чечек çыххисем, кăшăлĕсем хунă.

Фоторепортаж

www.hypar.ru



09 мая 2019
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter