Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗнчи ҫак сӑваплӑ кун пирӗн халӑхӑн ҫирӗп пӗрлӗхне, унӑн калама ҫук паттӑрлӑхӗпе чун хавалӗн виҫесӗр вӑйне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине сӑнарлать. Вӑл пирӗн чӗресене ҫӗршывӑмӑршӑн мӑнаҫланма хистекен ырӑ туйӑмсемпе ҫупӑр­лать!

Кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те, вӑрҫӑ нушисене чӑтса ирттернӗ, ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫнӑ, хӑйсен пурнӑҫне тӑнӑҫ­лӑхшӑн, ҫитес ӑрусен никама пӑхӑнманлӑхӗпе ирӗклӗхӗшӗн панӑ ҫынсен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫа тухмӗ.

Хӑйсене шеллемесӗр ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ, халтан кайиччен станок умӗнче тӑрса, колхоз уй-хирӗнче ырми-канми тар тӑкса фронта мӗн кирлине йӑлтах вӑхӑтра парса тӑнӑ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн вара, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетсе, ӑна ишӗлчӗкрен чӗртсе тӑратнӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн асӑмӑрта упранӗ.

Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пулӑмсене хутшӑннӑ тата вӗсене хӑйсен ку­ҫӗпе курнӑ пирӗн хаклӑ ветерансен йышӗ ҫулсерен сахалланса пырать. Вӗсенчен кашнинех кирлӗ пек тимлӗхпе тата пулӑшупа тивӗҫтермелле. Ку вӑл пирӗн сӑваплӑ тивӗҫӗмӗр!

Вӑрҫа тата геройсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхне ҫирӗп асра тытни пире, пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗпе чечекленӗвӗшӗн пул­таруллӑ ӗҫлеме хавхалантарса тӑтӑр!

Чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата тӑнӑҫ пурнӑҫ суна­тӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                          Михаил Игнатьев



09 мая 2019
06:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter