Шупашкарта «Вилĕмсĕр полк» акци иртрĕ

Кăçал Шупашкарта «Вилĕмсĕр полк» акци 7-мĕш хутчен иртрĕ. Çулсерен çак мероприятире халăх йышланса пырать. Акцире кашни кăмăл тăваканах хутшăнаять-çке.

Паян Чăваш наци библиотеки умĕнче 11 сехетрех çапăçу хирĕсенче пуç хунă е унтан таврăнсан вилнĕ фронтовиксен тăванĕсем пухăнчĕç. Кашнин аллинче — çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕллĕ транспарант.

«Вилĕмсĕр полк» колонни 12 сехетре утма пуçларĕ. Маршрут çакнашкал пулчĕ: Ленин проспекчĕ — К.Маркс урамĕ — Воробьев композиторсен урамĕ — Президент бульварĕ — Хĕрлĕ тÿрем. Паттăрсен тăванĕсем «День Победы», «Катюша» юрăсене темиçе хут та шăрантарчĕç, «Ура!» кăшкăрчĕç.

Шкул çулне çитмен ачасем, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекенсем йышлăн килни савăнтарать. Аслашшĕ-асламăшĕ — мăнукĕсене, ашшĕ-амăшĕ ачисене çавăтса тухнă.

Маргарита УРАЗАЕВА, пенсионер, Шупашкар: «Манăн атте, Уразаев Василий, Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсем виççĕн пĕртăван. Вăрçă тухсан вăл Украинăра салтакра пулнă. 3-мĕш куннех вăрçа кайнă. Унăн шăллĕ Михаил Сергеевич вăрçăра пуç хунă. Паян акцие ывăлпа тата мăнуксемпе тухрăмăр».

Иван МУЗЯКОВ, 5 çулта, Шупашкарти 6-мĕш ача сачĕ: «Пире садикре вăрçă çинчен каласа панă. Фашистсем — япăх çынсем. Асанне те мăн асатте çинчен нумай калать. Василий Сергеевич ятлăскер паттăр çын пулнă. Манăн Георгий хăйăвĕ те пур».

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
09 мая 2019
18:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter