"Çăлтăрсем" - садикре

Александр Носик актер, Пĕрремĕш канал ĕçченĕсене пысăк ушкăнĕ Шупашкарти 8-мĕш çак садне çитсе курчĕç. Садик заведующийĕ Елена Яндимиркина хăнасене çак пахчипе паллаштарчĕ.

Кунта шăпăрлансем валли тивĕçлĕ условисем туса панă. Канма, тĕрлĕ вăйă выляма, сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Çакăн валли кунтах сауна, бассейн, пултарулăх класĕ тата ытти те пур.

Мĕн курнипе хăнасем кăмăллă юлчĕç. "Ман кун пек садике çÿрес килет", - терĕ Александр Носик.

www.hypar.ru



01 июня 2019
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter