Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти сиплев учрежденийĕсенчи строительство ĕҫĕсемпе паллашнă
Ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти тĕп больницăн строительство ĕҫĕпе паллашнă, Ача-пăчасен 2-мĕш №-лĕ инфекци уйрăмĕн хушма объектĕнче те пулнă, унти лару-тăрăва тишкернĕ. Республика Пуҫлăхĕпе пĕрле ҫул ҫӳреве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тухнă.
Хулари нумай функциллĕ больницăн строительство ĕҫне графика палăртса хунинчен чылай маларах пурнăҫласа пыраҫҫĕ. Объект пысăккă, унăн калăпăшĕ 17 пин тăваткал метр чухлĕ пулать, харăсах пĕр сменăра 500 ҫынна йышăнма пултараҫҫĕ. Сиплев ҫуртне кăҫал ҫулталăк вĕҫлениччен хута яма тĕллев лартнă строительсем. Хальхи вăхăтра мĕн пур палăртса хунă ĕҫрен 60 процентне тивĕҫтерме те ĕлкĕрнĕ. Ҫурла уйăхĕнче строительсем ҫурта медицина хатĕрĕсене те вырнаҫтарама плана кĕртнĕ.
«СМУ-115» ТМЯО директорĕ Андрей Бринов каланă тăрăх, Республика кунĕ тĕлне ҫуртăн фасад пайне пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитересси те планра пур.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр килнĕ пек чухне, строительсен ĕҫ хатĕрĕсене тишкернĕ, пахалăх шайне хакланă. Объект таврашĕнче комплекслă тирпейлесе пыма чĕнсе каланă регион Ертӳҫи. Строительсем регион Ертӳҫи асăрхаттарнă ҫитменлĕхсене шута илнĕ, ҫитес кунсенчех тĕпе хурса ĕҫлеме шантарнă. Экопарковка ыйтăвне хускатнă ертӳҫĕсем, ку енĕпе ҫĕнĕлĕхсем пулассине хыпарланă организацийĕн ертӳлĕхĕ. Ҫурт таврашĕнче харăсах 100 машина та вырнаҫтарма май пулĕ тенĕ вĕсем.
Пулас поликлиникăра кадр ыйтăвĕ ҫивĕч тăрать, ăна та тĕп врачпа Татьяна Маркеловăпа республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кĕскен сӳтсе явнă.
Строительство ĕҫне хушма объекта пĕлтĕр кĕркунне пуҫланă. Ăна тĕпрен «СМУ-115» ТМЯО пурнăҫа кĕртет. Ҫурт калăпăшĕ самай ӳсет, условисем лайăхланаҫҫĕ, пĕчĕк ачасене валли ятарлă хатĕрсем чылай пулаҫҫĕ, пысăк технологиллĕ медицина вăй илесси куҫкĕретех тенĕ 2-мĕш №-лĕ Хулари больницăн тĕп врачĕ Наталья Малова.
Ку объектра строительство ĕҫĕсене 10-15 процента яхăн пурнăҫланă.
Строительсем проектсемпе пĕтĕмпех килĕшменни курăнать, ăна пула хăш-пĕр чăрмавсем пурри те сисĕнкелет. Тĕп ҫуртпа хушма объектăн пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмаллине асăннă регион Ертӳҫи. Инфекци уйрăмĕн фасад ĕҫне пĕлтĕрех вĕҫлемелле пулнă. «Тепло в доме» ТМЯО хăй ҫине илнĕ яваплăха тулли тивĕҫтермен. Унăн ертӳҫи Трифонов К.А. графика пĕтĕмпех пăснă. Кун пек ĕҫленине кура, ĕҫ хучĕсене пăрахăҫлама тивнĕ ертӳҫĕсен. Кăҫал ҫĕртме уйăхĕн пуҫламăшĕнче конкурс ҫĕнĕрен пулать.
Ĕҫлĕ ҫул ҫӳреве пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев тĕп сиплев учрежденийĕн строительство ĕҫĕ 834,5 млн танлашассине хыпарланă, 2-мĕш №-лĕ больницăна реконструкцилеме 445 млн пăхса хăварнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.
«Пĕтĕмпех объектсем халăх валли. Ҫынсене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтерессишĕн тăрăшатпăр», - тенĕ калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Ҫулсерен регионта сиплев учрежденийĕсем хута каяҫҫĕ. Федераци йышăнакан программăсене Чăваш Республики хапăл тусах йышăнать. Хушма инвестици те сахал мар явăҫтарать регион. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн бюджечĕн калăпăшĕ те ҫулсерен ӳссех пырать. Пирĕн вара тĕп тĕллев, халăха пахалăхлă медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтересси тенĕ ертӳҫĕсем.