Уяв концерчĕ пуçтарчĕ

Каçхине "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче уяв концерчĕ пуçланчĕ. Ăна йышлă ачаллă çемьесем, тăлăх, сывлăх енчен хавшак ачасем валли йĕркеленĕ.

Концерта 1-мĕш канал дикторĕ Владимир Березин ертсе пырать. Сцена çине Мускав артисчĕсемпе пĕрле хамăрăннисем те хутшăнаççĕ. Уяв концертне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов та пычĕç.  1-мĕш канал ячĕпе нумай ачаллă çемьесене парнесем пачĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
01 июня 2019
20:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter