Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси тата 2019 ҫулта коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлевсен хакне индексацилесси.

Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх  службин ертӳҫи Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин 2018 ҫулхи чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче алă пуснă 1347 №-лĕ ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, граждансен коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксем икĕ тапхăрпа ӳсессине асăннă вăл.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн указĕпе килĕшӳллĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн хаксене кирлĕ виҫе таран хăпартнă.  «Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче пурăнакан граждансен коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксем 2 процента ҫити ӳснĕ. Ĕҫ хутне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвне тĕпе хурса йышăнса хăварнă», - тесе хыпарланă Марина Кадилова.

Чăваш Енре хаксем чи пĕчĕкки пулса тăнă. Ытти регионсене граждансен коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлемелли виҫесем  тата та пысăк.  

Палăртатпăр, регионта пурăнакан нумай ачаллă ҫемьесене валли  сахал тупăшлисене, ятарлă пулăшу куҫать, вĕсем субсидине тивĕҫеҫҫĕ, бюджетра  укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă ведомство ертӳҫи.   

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев докладра уйрăм категорире тăракансем валли республика хыснинче 1 млрд 900 млн тенкĕ уйăрса хăварнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхинчен кăтарту 300 млн иртнĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Кăрлач-ҫу уйăхĕсенче пĕтĕмпе 309 пин ҫын ятарлă пулăшăва тивĕҫнĕ. Вĕсене валли бюджетран пурĕ 728 млн тăкакланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусене тапратнă. Ҫĕнĕ меслетпе Чăваш Ен Раҫҫейре ыттисенчен чылай маларах ĕҫлеме пуҫланине асăннă вăл. Чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă регион шутĕнче тăрать республика.   

Республика Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин строительство министрне Алексей Грищенкăна ыйтупа ҫивĕчрех ĕҫлеме хушнă, мĕн пур ыйтăва комплекслă татса пама чĕнсе каланă.

Регион Пуҫлăхĕн хушăвне Чăваш Республикин Строительство министерстви тĕллевлĕн пурнăҫласа пыма тăрăшать. Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем, харпăр хăй хуҫалăхне ертсе пыракансем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем питех ҫук тесе ҫирĕплетеҫҫĕ.  Тепре чухне пулкалать, контейнерсем тулса каяҫҫĕ, вăхăтра ҫӳп-ҫапа илсе тухманни чăрмав кăларать ялта пурăнакансеме хулари халăха. Хаксем пирки калас пулсан, питех пысăк мар, ытти регионсенчен пĕчĕкрех. Тепĕр тесен, ялта пурăнакансен те хуларисенчен сахалтарах тӳлемелле пулăшусемпе усă курнăшăн.    

Чăваш Республикин патшалăх ҫурт-йĕр инспекцине ҫăхавсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă регион Ертӳҫи. 2020 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа граждансен ҫӳп-ҫапа пайласа тирпейлесе пыма тивет, ку ĕҫе те халех тытăнсан питĕ лайăх пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕсем.    



10 июня 2019
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter