Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак уяв ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн наци нумайевӗрлӗхне сӑнарлать.
Раҫҫей – тӗнче цивилизацийӗнче уйрӑм вырӑнта тӑракан авалхи кун-ҫуллӑ, хӑйне евӗрлӗ культурӑллӑ аслӑ ҫӗршыв. Вӑл вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫӗрӗсен анлӑхӗпе, калама ҫук пысӑк пуянлӑхӗпе, ҫут ҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле илемӗпе паллӑ.
Кунта нумай-нумай ӗмӗр туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе пурнӑҫ тытӑмӗ типтерлӗн сыхланса упранать тата ӑруран ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырать.
Эпир Тӑван ҫӗршыва чунтан юрататпӑр! Хӑш халӑх ҫынни пулнине, мӗнле тӗне ӗненнине е политикӑри шухӑшлавне пӑхмасӑр, кашни Раҫҫей ҫыннин тивӗҫӗ – наци тӗллевӗсене пурнӑҫлассишӗн, Раҫҫей патшалӑхӗн ырлӑхӗпе аталанӑвӗшӗн, тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхе тӗреклетессишӗн ырми-канми тӑрӑшасси.
Пӗрлехи вӑйпа эпир, ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ тата яваплӑ пулнӑ май, Тӑван ҫӗршыв чапӗпе мухтавлӑхне малалла ӳстерсе пырасса, умри тӗллевсене туллин пурнӑҫлама пултарасса, ҫӗршывӑмӑршӑн лайӑх малашлӑх йӗркелессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!
Сире ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ырӑ ӗҫре ӑнӑҫусем, хастар кӑмӑл-туйӑм, савӑнӑҫ, ырлӑхпа телей сунатӑп!
Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев