Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ.

Канашлу ĕҫне тытăниччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ регионти ачасем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне питĕ лайăх тытнине асăннă. Вĕрентекенсене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă вăл. «ППЭ тĕрлĕрен хаклама пулать. Ăна пула, шăпах та, республикăри ачасем паха шкулсене вĕренме кĕреҫҫĕ, аслă шкулсенче вĕренсе тухсан, чаплă специалистсем пулаҫҫĕ.  ППЭ пуҫланиччен, ачасем питех аслă шкулсене те вĕренме кĕреймен, майсем те пулман», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Математикăпа ППЭ 80 бал пĕтĕмпе 581 шкул ачи пухнă, 9 ача – 100 бал илнĕ. 2018 ҫулта 96 бал пухнă ачасем кăна пулнă.   

Хими предметне ачасем юратни сисĕнет, 80 бала – 199 ача пуҫтарнă. 100 бал илнисем – 13 шкул ачи пулнă.   

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, юлашки ҫулсенче регионта ачасем ППЭ питĕ лайăх тытнине каланă.  Шкулсенче вĕрентӳ хатĕрĕсем чаплă пулнине кура, ачасен пĕлĕвĕ те хăпарсах пырать тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май, вĕрентекенсем пултаруллă пулни куҫĕретех тенĕ вăл.  

Ларура чи лайăх вĕрентекенсене тупса палăртакан конкурс йĕрки ҫинчен калакан ĕҫ хутне пăхса тухса ҫирĕплетнĕ. Хисепе тивĕҫнисене патшалăх тĕревне памаллине асăннă ертӳҫĕсем.

Ҫĕршывра ҫулсерен 1000 вĕрентекен преми илет. Чăваш Енре вĕрентекенсене валли квотăпа килĕшӳллĕн 9 преми ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енри 539 вĕрентекен юлашки ҫулсенче премисене тивĕҫнине асăннă. Конкурса виҫĕ ҫул ытла ĕҫлекенсем хутшăнма пултараҫҫĕ ҫирĕплетнĕ йĕрке тăрăх.  Шкулсенче йĕркелӳ енĕпе тимлекенсем конкурса хутшăнаймĕҫ. Вĕрентӳ пайĕ тĕп вырăнта пулмалла. Енчен те патшалăх премине илме ҫĕнсе илчĕ пулсан вĕрентекен, тепĕр пилĕк ҫултан кăна конкурса хутшăнма пултарассине асăннă вĕсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă вĕрентекенсене ҫулсерен регионта тĕрлĕ грантсем парса хавхалантарнине каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. 



13 июня 2019
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter