Республика кунне халалласа Шупашкрта ҫĕнĕ ача сачĕ тата троллейбус линине хута яма палăртнă

В рамках празднования Дня Чувашской Республики в Чебоксарах откроются новый детский сад и троллейбусная линияҪĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне хатĕрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явассипе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Шупашкарта пулакан культура форумĕ ҫинчен тĕплĕн калаҫнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева Шупашкарта пулакан культура форумĕн пленар ларăвĕ пирки кĕскен чарăнса тăнă. Мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулать. Ют ҫĕршывсенчен чылай хăнасем килме кăмăл тунине пĕлтернĕ министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан, кăтарту 200 ҫынран та иртсе кайнине каланă.

Культура тытăмне инвестици хывасси пирки канашланă ертӳҫĕсем, куравсем йĕркелемеллине асăннă, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ ҫинчен сӳтсе явнă.  

Форумра тĕрлĕ темăсемпе уҫă калаҫусем ирттерме плана кĕртнĕ. «Культура» наци проектне пурнăҫа кĕртсе пырассине тарăн сӳтсе явассине те пăхса хăварнă.

Хальхи пурнăҫ таппинчи культура пайĕ пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев каласа панă.   РОСКУЛЬТПРОЕКТ приоритетлă проекчĕсемпе ĕҫлекен пай ертӳҫи Инна Голышева мероприятине килсе ҫитессине те хыпарланă министр.  «Культура» наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫланă ĕҫсене грантсем тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусемпе лекци ирттерме плана кĕртнине те асăннă вăл. Форумра тĕрлĕ килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетессине хыпарланă министр.  

Мероприятине Шупашкарта ирттерес умĕн предпринимательлĕх пайĕнче тимлекенсемпе ĕҫлĕ канашлусем ирттермеллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ял хуҫалăхĕпе, строительство, промышленноҫ пайĕнчи кăсăклă ыйтусене тарăн сӳтсе явмаллине палăртнă.  

Паянхи ларăва пухăннисем Республика кунĕпе ҫыхăннă ытти мероприятисене те кĕскен сӳтсе явнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. Кăҫал «Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн фестивальне ҫĕршыври 46 субъектран хăнасем килме кăмăл тунă.  

Кăҫал пуҫласа ачасене валли ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тӳремре «Легенды. Сказки. Предания» фестиваль пулать. Унта РФ 12 регионĕнчен ача-пăчасем килесси те паллă.  

Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Акатуй» пĕтĕм чăвашсен уявĕ пулать. Пысăк концерт пуласси планра пур. Кăҫал Республика кунне конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Улатăр тăрăхĕнче ирттерме йышăннă. Районта тĕп уяв ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулать.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Владимир Филиппов Республика кунне халалласа Соляной микрорайонта ҫĕнĕ ача сачĕ хута каяссине хыпарланă. «Ҫĕнĕ хула» районта та троллейбус линине уҫма тĕллев лартнă тенĕ вăл сăмаха тăсса.   

Уяв программи анлă, мероприятисем чылай, вĕсене пурне те тивĕҫлĕ шайра ирттерме чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. Шупашкар хулине 550 ҫул, Чăваш автономи облаҫне туса хунăранпа 100 ҫул ҫитнине те палăртса плана  мероприятисене анлă кĕртсе хăвармаллине асăннă ертӳҫĕсем.  

Фоторепортаж 



13 июня 2019
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter