Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата отрасль ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр чи йывӑррисенчен пӗри шутланать тата ӑна пурнӑҫ­лама калама ҫук пысӑк яваплӑхпа ырми-канми тӑрӑшулӑх тата ҫӳллӗ шайри ӑсталӑх кирлӗ. Эсир сывлӑх хуралӗнче кулленех сыхӑ тӑратӑр, сипленекенсене шанӑҫ тата пурнӑҫ савӑнӑҫне парнелетӗр. Тӗрлӗ чир-чӗртен эсир пулӑшнипе сывалнӑ пин-пин ҫын сирӗн тӑрӑшулӑхӑрпа ырӑ кӑмӑлӑра чун-чӗререн тав туса аса илет.

Чӑваш Ен Правительстви сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн вӑй хурса ӗҫлет. Медицина валли каякан тӑкаксен пӗ­тӗмӗшле шайӗ 2013 ҫултанпа 1,7 хут ӳсрӗ. Цифра технологийӗн элемен­чӗсемпе тивӗҫтернӗ инновациллӗ больницӑсемпе поликлиникӑсем бюд­жет укҫи-тенкипе ҫӗкленеҫҫӗ. Ҫакӑ пурте халӑха вӑхӑтра кӳрекен тата лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парать.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫывӑх ҫул­сенчи демографи аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ Раҫҫейре пурӑ­накан ҫынсен кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн кӑтартӑвне 80 ҫула ҫитиччен тата унтан та ытларах ӳстересси пулнине палӑртрӗ. Сирӗн паха опытӑрпа ӗҫченлӗхӗр ҫак тӗллеве ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн, хӗрхенӳллӗ те пултаруллӑ пулнӑшӑн тата пысӑк ӑсталӑхӑршӑн сире республикӑра пурӑнакан мӗн­пур ҫын ячӗпе тав тӑватӑп! Ырӑ кӑмӑллӑхпа чӑтӑмлӑх тата ҫынна пулӑ­шу кӳме тӑрӑшаслӑх чунӑрта нихӑҫан та ан иксӗлччӗр.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл-туйӑм тата пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп! Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене иксӗлми ырлӑх тата тулли телей!

  

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                      Михаил Игнатьев



14 июня 2019
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter