Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫейри XXX-мĕш Олимп кунне хаваслă лару-тăра уҫнă ҫĕре хутшăннă

Мероприятия XXX Всероссийского олимпийского дня в Чебоксарах посетили более 2 тысяч человекҪĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫейри XXX-мĕш Олимп кунне хаваслă лару-тăра уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Кăҫалхи ҫул пысăк спорт уявĕ А. Игнатьев ячĕпе хисепленсе тăракан регионти Олимп центрĕнче пулнă, ăна Минискра пулакан Европа вăййисене тата Пĕтĕм тĕнчери олимп комитетне 125 ҫул ҫитнине халалласа йĕркеленĕ.  

Мероприятине килсе ҫитнĕ мĕнпур хăнасене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  Пурне те сывă пурнăҫ йĕркине тытса пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Спорт граждансен кăмăл-туйăмне ҫĕклеме витĕм кӳнине асăннă вăл. Ăмăртусенче кăна мар, пурнăҫра та пысăк ҫмтĕнӳсемпе палăрма хавхалантарнине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  

«Спорт – патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри. Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах ҫирĕплетсе калать.  Паянхи куна Чăваш Республикинче пурĕ 51 спорт шкулĕ шутланать. Массăллă спорта халăх хапăл тусах ҫӳрет. Спортсменсем регион шайĕнче анчах мар, Раҫҫей, тĕнче шайĕнче пысăк кăтартусемпе палăрни те куҫкĕретех», – каланă Чăваш ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Тĕрлĕ ҫулсенче Чăваш Енĕн 13 спортсменĕ Олимп вăййисен призерĕсем пулнă, чемпион ятне тивĕҫнĕ. Паянхи кун та вĕсем ҫитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраҫҫĕ тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

Спорт уявĕн хăни – Раҫҫейри Олимп комитетĕнче массăллă спорта аталантарассипе ĕҫлекен пай ертӳҫи Наталья Хамидова. Вăл мероприятине пухăннисене саламланă май, ҫĕршыври мĕнпур регионсенче Олимп кунĕ хаваслăн иртнине асăннă.

«Мĕн тери чаплă, сирĕн хулара пурăнакансем чăнласах та спортпа туслă. Сывă пурнăҫ йĕркине граждансем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Паянхи кăмăл-туйăм, пуласлăхра, Минскра ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳрессе те ĕненетпĕр. Пурне те ырлăх-сывлăх, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хал сунатăп!», – тенĕ  вăл.    

Спортсменсем тата йĕркелӳҫĕсен ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева саламланă.

Мероприятине ҫакăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова,  Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, тĕнче, Европа шайĕнче чемпион ятне тивĕҫнĕ Ольга Егорова, Раҫҫей спорт мастерĕ,  Норвегинче 2016 ҫулта пулнă хĕллехи Олимп вăййисен ҫĕнтерӳҫи, 2018 ҫулта  Пхенчхан хулинче иртĕ хĕллехи Олимп вăййисене хутшăннă Лана Прусакова килсе ҫитнĕ.  

Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа, мероприятине  пухăннă халăх зарядка тунă, хыҫҫăн массăллă спорта тухнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса ҫаврăннă, спорт федерацийĕсен ертӳҫисемпе курса калаҫнă, спортсменсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, пурне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.  

Йĕркелӳҫĕсем палăртнă тăрăх, мероприятине 2 пин ытла ҫын хутшăннă.  

Фоторепортаж



17 июня 2019
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter