Чăваш Енре 2019 ҫулта пурĕ 200 ҫухрăм ытла ҫул-йĕрсем юсĕҫ, сарĕҫ

 Ҫĕртме уйăхĕн 17-мшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ерӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  

Ҫул-йĕр ыйтăвĕсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев тĕплĕн каласа кăтартнă. 2019 ҫулта Ҫул-йĕр фончĕ валли Чăваш Енре 5 060,8 млн пăхса хăварнине асăннă вăл, вĕсенчен  1 190,5 млн федераци хыснинчен субсиди мелĕпе куҫнине пĕлтернĕ.

2019 ҫулта пĕтĕмпе 33,6 ҫухрăм ҫул сарма плана кĕртсе хăварнă. 177,9 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫласси те планра пур.      

Патшалăх тата муниципалитет контракчĕсене алă пусса ҫирĕплетнĕ, вĕсен калăпăшĕ 3 694,7 млн танлашать.  Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртес тĕллевпе пурĕ 54 объекта тĕпрен хута яма шутланă. Алă пусса ҫирĕплетĕ контрактсемпе объектсем ҫинче хĕрӳ ĕҫ пырать, подрядчиксем хăйсене шанса илнĕ ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫлани куҫкĕретех.  Объектсене вăхăтра хута ярсан нимĕнле чăрмавсемсĕрех укҫа-тенкĕне те организацисем тивĕҫĕҫ. Тĕпрен объектсене графикпа килĕшӳллĕн ҫурла-юпа уйăхĕсенче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине хыпарланă хăйĕн докладĕнче Александр Николаев.  

«Паллă, утă уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетейменнисем кая юлма пултарас хăрушлăх пур. Проектсене чарса тăма никамăн та ирĕк ҫук. Наци проекчĕсемпе яваплăха туйса ĕҫлесе пымалла. Хăрушлăхсăр паха ҫулсем халăха валли йĕркелемелле», ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тепĕр пысăк ыйту ҫине те тимлĕх уйăрма манмалла мар. Объектсен пахалăх шайĕ пысăк пулмалла. Проекта пăхăнмалла, хаклах мар юрăхсăр строительство хатĕрĕсемпе объектсем ҫинче усă курма юрамасть тесе асăрхаттарнă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев, енчен те йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, явап тыттармалла тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.    Хулри ҫулсем пирки те чарăнса тăнă. Кăҫал Шупашкара 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫулсене сарма муниципалитет пĕр миллиарда яхăн тĕрев илет. Автомашина ҫӳлĕсене тирпейлес ĕҫе кăҫал ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕпрен вĕҫлеме плана кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков. Канашлура «Фонд содействия развитию венчурных инвестиций в малые предприятия в научно-технической сфере Чувашской Республики» организаци ĕҫне тишкернĕ. Фондăн директор ĕҫĕсене пурнăҫлакан Олег Тришин хăйĕн сăмахĕнче 2017 ҫултан пуҫласа инвестициллĕ 76 проекта экспертиза кăларма май килнине асăннă. Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ 4 проекта тĕрев панине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Паян ĕҫе пухăннисем Ҫимĕк регионта епле иртни пирки те кĕскен пăхса тухнă. Халăха илсе ҫӳретме транспорт  ҫителĕклĕ пулнине, графикпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех вĕсем лайăх ĕҫленине каланă хула администрацийĕн ертӳҫи. Хулари масарсене пурĕ 85 пин ытла ҫын ҫӳренине хыпарланă вăл сăмаха ҫавăрса. Йĕрке пăснă тĕслĕх пулман, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернĕ вăл кунсенче.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова та муниципалитетра йĕрке хуҫаланнине асăннă.  

Чăваш Енри Шлти ĕҫсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта  мероприятине пĕтĕмпе 200 пин ытла ҫын хутшăннă.  

Михаил Игнатьев пурне те Ҫимĕкре йĕркене ҫирĕп пăхăннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Чăваш Ен православи тĕнне пăхăнать. Халăх пĕр чăмăра пухăнать. Ҫывăх ҫынсемпе пĕрле пулма тăрăшать, вилнисене ĕмĕр аса тытнине ҫирĕплетет. Региона ҫĕршыври тĕрлĕ кĕтесрен тăван-пĕлĕшсем килеҫҫĕ. Пирĕн вара вĕсене валли условисем хатĕрлесе тăратасси тĕп ыйусенчен пĕри. Ҫемьери йăла-йĕркесене упраса ламран лама куҫрса пырасси кашнин пысăк тивĕҫĕ», тесе ҫирĕппĕн каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



17 июня 2019
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter