Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура керменĕнче Медицина ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă уява хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев вручил награды медицинским работникам

Ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура керменĕнче Медицина ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă уява хутшăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев медицинăра тăрăшакансен ӗҫĕ чи йывӑррисенчен пӗри шутланнине тата ӑна пурнӑҫ­лама калама ҫук пысӑк яваплӑхпа ырми-канми тӑрӑшулӑх тата ҫӳллӗ шайри ӑсталӑх кирлине каланă.

Чӑваш Ен Правительстви сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн вӑй хурса ӗҫлет. Медицина валли каякан тӑкаксен пӗ­тӗмӗшле шайӗ ӳссех пырать. Цифра технологийӗн элемен­чӗсемпе тивӗҫтернӗ инновациллӗ больницӑсемпе поликлиникӑсем бюд­жет укҫи-тенкипе ҫӗкленеҫҫӗ. Ҫакӑ пурте халӑха вӑхӑтра кӳрекен тата лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парать тенĕ уява пухăннисене саламланă май регион Пуҫлăхĕ.

«Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫывӑх ҫул­сенчи демографи аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ Раҫҫейре пурӑ­накан ҫынсен кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн кӑтартӑвне 80 ҫула ҫитиччен тата унтан та ытларах ӳстересси пулнине палӑртнă. Сирӗн паха опытӑрпа ӗҫченлӗхӗр ҫак тӗллеве ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пулӑшасса шанса тӑратӑп», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн, пысӑк ӑсталӑхӑршӑн сире республикӑра пурӑнакан мӗн­пур ҫын ячӗпе тав тӑватӑп тенĕ регион Ертӳҫи, пурне те ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл-туйӑм тата пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, ҫемйӗрсене иксӗлми ырлӑх тата тулли телей суннă.

Юлашки ҫулсенче республикăра сывлăх сыхлавне укҫа-тенкĕ сахал мар тăкакланине кура, кăтартусем те ҫук мар. Ҫынсен пурăнас ĕмĕрĕ тăсăлнă, 80 ҫула ҫитнисем чылай, ҫĕр ҫутан та иртнисем сахал мар пурăнаҫҫĕ регионта.

Пысăк технологиллĕ медицина вăй илсе пырать. Халăх медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă. Ҫулсерен регионта ФАПсем хута каяҫҫĕ. Кăҫал медицина пайне бюджетран 20,5 млрд тăкаклама пăхса хăварнă. Сиплев учрежденийĕсене тĕпрен юсасах пыраҫҫĕ, нумайăшĕ модернизациленет. Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пуянланаҫҫĕ сиплев учрежденийĕсем. Федераци шайĕнче регионти медицина тытăмĕ тивĕҫлĕ шара шутланать. Ахаль мар пулĕ, республикăна РФ ытти регионĕсенчен халăх кулленех сипленме килет. Ют ҫĕршывсенчен те граждансем хапăл тусах пирĕн тăрăха сипленме килеҫҫĕ.

Михаил Игнатьев медицина ĕҫченĕсене саламланă май, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ĕҫчешсене саламланă май,  пурне те иксӗлми ырлӑх тата тулли телей суннă.  Медицина ĕҫченĕсем РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указа пурнăҫа кĕртсе пырассипе самай тăрăшнине хыпарланă Владимир Викторов. Медицина пайне аталанса пыма пысăк тĕрев панăшăн республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева мухтаса тав тунă.   

Уява пуҫтарăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова ăшшăн саламланă.  

Яланхиллех, мероприятинче тĕрлĕ конкурссен ҫĕнтерӳҫисеене, наградăсем парса чысланă.    

Фоторепортаж



17 июня 2019
07:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter