Мускавра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ларăвне хутшăннă

Михаил Игнатьев в Москве принял участие в заседании Правительственной комиссии по региональному развитиюҪĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ларăвне хутшăннă. Комисси ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕ Виталий Мутко ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме федераци куҫаракан укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн вăхăтра усă курса пырасси.  

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики федераци йышăннă 67 проектĕнчен 52-шĕпе тĕллевлĕн усă курса ĕҫлет. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă ыйтусене туллин татса парассишĕн ырми-канми тăрăшать. 2019–2024-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе наци проекчĕсене валли тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен 77,1 млрд пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче регионти наци проекчĕсемпе ĕҫлеме 2019 ҫулта пĕттĕмпе 9,9 млрд уйăрнă.

5 уйăх хушшинче Чăваш Республикине регионти проектсене пурăҫа кĕртме пурĕ 884,3 млн куҫнă, килĕшӳсемпе пăхса хăварнă калăпăшран 15,3 процент шутланать. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинчен тăкакланакан укҫаран паянхи кун тĕлне 1725,5 млн усă курма ĕлкĕрнĕ. (Мĕнпур кăтартуран вăл 17,3 процентпа танлашать).  

Правительство комиссийĕн ларăвĕнче нормативлă право акчĕсен проекчĕсем пирки те тарăн сӳтсе явнă. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕн проекчĕсене ырласа хăварнă. РФ субъекчĕсен тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи налук тăкакĕсен хаклавĕпе Раҫҫей Федерацине 2025-мĕш ҫулччен аталнтарассипе йышăннă ĕҫ хучĕсене тĕплĕн пăхса тухнă.   

Комисси членĕсем ларура монохуласене вăй илсе аталанма, социаллă прнăҫпа экономикăна ҫирĕплетме тĕрев парассипе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă.  

Фоторепортаж 



18 июня 2019
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter