Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Обществăлла палатăн членĕпе, бокс енĕпе тĕнче чемпионĕ ятне тивĕҫнĕ Григорий Дроздпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с членом Общественной палаты РФ, чемпионом мира по боксу среди профессионалов Григорием ДроздомҪĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Обществăлла палатăн членĕпе, бокс енĕпе тĕнче чемпионĕ ятне тивĕҫнĕ Григорий Дроздпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ене килме кăмăл тунă сумлă хăнана мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Спортсмен ирттерекен уроксем ачасене тата та пысăкрах ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳрессе шанса каланă регион Ертӳҫи.

Чăваш Енре «Демографи» наци проектне тĕпе хурса «Спорт – пурнăҫ норми» регионти проект пурнăҫа анлăн кĕрсе пынине хыпарланă паллă¸спортсмена регион Пуҫлăхĕ. Ачасен спортне аталантарассипе республикăра специалистсем чылай ĕҫленине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Нумай функциллĕ спорт шкулĕсем пуянланса пынине, ҫамрăксене спортри ăсталăха туптаса пыма ҫав тери условисем лайăхланса пыраҫҫĕ тенĕ регион Ертӳҫи.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем бокс, тайский бокс тата тхэквондо регионта аталантарасси пирки сӳтсе явнă. Спортăн ҫак енне аталантарма квалификациллĕ тренерсем пулмалли пирки те канашланă. Асăннă виҫĕ спорт тĕсĕпе республикăра 1876 ҫын хăйсен ăсталăхне туптаса пынине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ. Ачасен ҫитĕнĕвĕсем те ҫук мар, тĕнче шайĕнче иртекен ҫирĕп ăмăртусенче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ Чăваш Ен спортсменĕсем.

Григорий Дрозд республикăра кăҫалхипе иккĕмĕш хут пулнине асăннă калаҫу вăхăтĕнче. Сахал мар ырă ĕҫсем пулса пынине курса ĕнентĕм тенĕ тĕнчипе паллă спортсмен.  «Чăваш Ен спортпа питĕ туслă регион. Потенциал субъектăн пысăк. Кулленех спорт объекчĕсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ. Условисем чаплă, халăх пĕтĕм кăмăлтан спорта ҫӳрет. Кăтарту та ҫук мар, массăллă спорта ҫынсем ҫӳренин виҫи  пĕчĕк мар, 2024  ҫулсем тĕлне кăтарту тата та хăпарса кайĕ»,  тенĕ вăл.

Паян тĕлпулу вăхăтĕнче сӳтсе явнă ыйтусем Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕнче спорта аталантарассипе ĕҫлекен ĕҫ ушкăнĕн ларăвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулассине шанса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Хушма группăна вара шăпах та, Михаил Игнатьев ертсе пырать.

Уҫă калаҫăва республика Пуҫлăхĕпе тата паллă спортсменпа пĕрле Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков хутшăннă. 

Фоторепортаж



19 июня 2019
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter