Предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, патшалăх пулăшăвĕсем пирки сӳтсе явнă
Ҫĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Влаҫ тата бизнес» предпринимательсен пĕрлешĕвĕпе ирхи ĕҫлĕ апатлану ирттернĕ. Мероприятине пухăннисем регионта инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Республикинче наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă ыйтусене те тарăн тишкернĕ.
Ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем тата ытти официаллă ҫынсем пухăннă. Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев влаҫри ҫынсем яланах предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсемпе уҫҫăн калаҫма хатĕр пулнине палăртнă. Бизнес-пĕрлешӳпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлесе пынине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 2015-мĕш ҫултан пуҫласа Чăваш Республики Раҫҫейри чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 15 субъект шутĕнче тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Инвестици илĕртӳллĕхĕн климачĕ питĕ лайăх пулнине ҫĕршыв ертӳҫисем пĕрре мар пысăк хак панине те палăртнă калаҫăва пухăннисем. Наци рейтингĕнче Чăваш Ен 2019 ҫулта 11-мĕш вырăна ҫĕнсе илнĕ. Ку питĕ пысăк ҫитĕнӳ. Палăртмалла, 2018 ҫулта – 8-мĕш, 2017 ҫулта – 2-мĕш вырăна тухнă ыттисене кая хăварса регион. 2016 ҫулта – 6, 2015 ҫулта – 5-мĕш пулнă Чăваш Республики. Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Ен чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан виҫĕ регион шутĕнче пиллĕкмĕш ҫул тăрать.
Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсен кăтартăвне пысăка хурса хакланăшăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев бизнес сферăра ĕҫлекенсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Эсир ҫакăн пек пысăк хак пани ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн шухăшăрсенчен те нумай килет, региона инвестици епле явăҫтарасси. Пурсăмăр та пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырсан, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика тата та вăйлăрах ҫирĕп аталанса пырĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.
Сăмах май, обществăлла организацисенче тăрăшакансене те тав тунă регион Ертӳҫи. Вĕсем те предпринимательлĕх пайĕпе пĕрле тĕрлĕ сĕнӳсем федераци тытăмне тăратма пысăк тӳпе хывнине асăннă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Ертӳҫи республика Правительстви Федерацин влаҫ органĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине каланă.
Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров нумаях пулмасть Михаил Игнатьевпа ирттернĕ тĕлпулура регионти предприятисене патшалăх енчен тĕрев пама хатĕррине, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма витĕм кӳрессине хыпарланă. «Таварсен сертификачĕ, таможня, тариф политикипе ҫыхăннă ыйтусене федераци шайĕнче татса пама пĕрле сӳтсе явăпăр. Пирĕн тĕллев – яланах пĕрле килĕшсе ĕҫлесси, йывăрлăх кăларса тăратакан самантсене тĕплĕн пăхса тухасси», – тенĕ Михаил Игнатьев.
Регионта пысăк профессионалсене хатĕрлесе кăларма вĕрентӳ бази пуян. Раҫҫейри ытти регионсем валли те паха специалистсем пирĕн тăрăхран сахал мар вĕренсе тухаҫҫĕ. Предприятисемпе организацисем пысăк квалификациллĕ специалистсемпе яланах кăмăллă пулни те куҫкĕретех тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, республика хушма инвестицине тивĕҫет. База пуянланать, специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыратпăр», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Предприятисемшĕн наци проекчĕ питĕ вырăнлă. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме пулать, производствăсене те модернизацилеме аван. Влаҫ органĕсенче тăрăшакансем предпринимательлĕх тытăмне тĕрев парассишĕн ĕҫлеҫҫĕ, регионта инфратытăма ҫĕнетсе ылмаштарассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Кăҫал кĕркунне вак тата вăтам предпринимательлĕхе витĕм кӳме май паракан ятарлă центр хута яма плана кĕртнĕ. Бизнесра тăрăшакансем патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене илме пултарĕҫ.
Паян уҫă калаҫу вăхăтĕнче, пухăннă ертӳҫĕсем, ҫĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусене тапратнă. Налук ыйтăвĕ те кун йĕркинчех тăнă. Строительство, таварсен пахалăх шайĕ, эскро-счет пирки те сăмахланă. Канашлура чылай ыйтусене сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.