«Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вăййисен финал ăмăртăвĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă лару-тăрура уçнă

Глава Чувашии открыл 51-е республиканские финальные военно-спортивные игры «Зарница» и «Орленок»Ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче муниципалитетсен шайĕнчи çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисенче палăрнă хастарсем Çĕрпӳ районĕнчи «Звездный» лагерьте пуçтарăннă.

Ăмăртăва хутшăннисен чылай конкурссем витĕр тухма тивет: 800 ытла яшпа хĕр автомат сӳтсе пуçтарĕç, винтовкăран перĕç, кросс чупĕç, тĕрлĕ викторинăра хăйсен ăсне, çаврăнăçулăхне тĕрĕслĕç, çĕршыв историне, пушар хăрушсăрлăхне епле пĕлнине кăтартĕç.

Республика шайĕнчи 51-мĕш хут иртекен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ. Ҫамрăксене ăмăртусенче мала тухма, ҫĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрма чĕнсе каланă вăл.

Раҫҫейре хăш-пĕр регионсенче кăна «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа патриот вăййисене ирттереҫҫĕ. Чăваш Ен, паллах ҫак мероприятисене йĕркелесе ирттерессипе ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. «Ҫар вăййисенче ăсталăха кăтартса пама меллĕ. Кăмăл-туйăм ҫирĕпленет, Патриотизм туйăмĕ хăватланать. Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хал хутшăнать. Ушкăнра ĕҫлеме пĕлни – пуласлăхра та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Туслăх тени мала тухать. Пĕрне-пĕри пулăшма пĕлни, паха ĕҫсемпе палăрни яланах пархатарлă. Мала тухакан шкул ыттисемшĕн тĕслĕхре, ăна нумайлăха яш-кĕрĕм асра тытать», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев çамрăк армеецсен вăййисене йĕркелекенсене, паян çитĕнсе пыракан ăрăва паттăрлăх çинчен каласа паракан ветерансене, патриотизм воспитанийĕ паракан вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне тав сăмахĕпе хавхалантарнă. Аслисене  ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул ҫине тăма витĕм кӳнĕшĕн ырланă. Ҫитес ҫул Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине паллă тăватпăр. Ун чухне «Зарница» тата «Орленок» вăййисем тата та анлăрах, ҫӳллĕ шайра иртмеллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин, Ҫĕрпӳ районĕн пуҫлăхĕ Татьяна Баранова, Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕн ертӳҫи Игорь Николаев, паллă, сумлă ентешĕмĕр, Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Матвеев, «ЮНАРМИЯ»  Чăваш Енри обществăлла организацийĕн штаб ертӳҫи Алексей Соловьев хутшăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев лагерь ĕҫĕпе паллашнă, ачасемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, регионта ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем пулса пынине хыпарланă ҫамрăк яш-кĕрĕме республика Ертӳҫи. Спортпа вăй илсе аталанса пыма та условисем чаплă пулнине тепĕр хут палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. Ăмăртусенче ачасем 200 ытла тĕрлĕ конкурссем витĕр тухаҫҫĕ. Кашни хăйсен ăсталăхне ҫӳллĕ шайра кăтартса пама тăрăшать.  Ҫулсерен 25 пин ача «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хутшăнса хăйсен кăмăл-туйăмне ҫирĕплетет. Республика шайĕнчи финал ăмăртăва 800 ытла ача хутшăнма ирĕк илет, вĕсенчен кашни мала тухассишĕн ырми-канми тăрăшать.

 Фоторепортаж



20 июня 2019
13:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter