Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕн пуҫлăхĕпе Татьяна Барановăпа тата Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕн ертӳҫипе Игорь Николаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче муниципалитета аталанса пыма республика хыснинчен сахал мар пулăшу куҫнине палăртнă. «Экономика районта аталанса пырать. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ кирлĕ пек шайра вăй илет. Ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшĕ те хăпарать. Хула хăтлăланса, илемленсе пырать. Ҫынсене пурăнма условисем чаплă. Халăх муниципалитет ĕҫĕпе кăмăллă», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.
Малашне те, нумаях пулмасть ҫĕнĕ должноҫе йышăннă Игорь Николаева, кирек-епле ыйтăва та татса парассинче яваплăха туймаллине, вырăнти депутатсемпе килĕшсе, пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми, таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлемеллине каланă.
Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем наци проекчĕсем пирки те сӳтсе явнă. «Вĕренӳ», «Сывлăх сыхлавĕ», «Культура» тата ытти тытăмсенчи проектсем пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен канашланă, ял тăрăхĕсене аталантарса пырасси пирки калаҫнă, ФАПсем, ача сачĕсем, шкулсем хута ямалли ҫинчен, пĕр сăмахпа каласан, муниципалитетăн инфратытăмне ҫĕнетессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.