Чăваш Енĕн Улатăр районĕнче Республика кунне уявланă

В Алатырском районе Чувашии отметили День РеспубликиҪĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, Республика кунне халалласа ирттернĕ сумлă уява, Улатăр районне ҫитсе килнĕ.

Халăх калама ҫук питĕ йышлăн пухăннă пысăк мероприятине. Муниципалитет патшалăхăн тĕп уявне хатĕрленсе чылай ĕҫ пурнăҫланă, тавралăха тирпей-илем кĕртес тесе граждансемпе пĕрле килĕшсе мĕнпур тавралăха тасатнă, инфратытăма та ҫĕнетнĕ тесен те йăнăш мар.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне те ҫĕнсе илнĕ палăртнă муниципалитет. Республика енчен 10 млн тĕрев куҫнă. Этнографи музейне те йĕркелесе хута янă палăртнă район.  

Пĕчĕккисене валли ачасен лапамне туса панă. Республикăран килсе ҫитнĕ сумлă хăнасем тӳрех вăл объектра пулнă, унти лару-тăрупа паллашнă. Ачасене валли мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратнине курса ĕненнĕ хăнасем.

Уяв пултаруллăх ушкăнĕсен ташши-юрисемпе пуҫланнă.  Ачасем чи малтан хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă ертӳҫĕсене.

Этнографи паркĕнче чăвашсен тĕп пуянлăхне кăтартса панă, савăт-сапа, кĕпе-тумтир, апат-ҫимĕҫ таврашĕ чылай вырнаҫтарнă палăртнă куравра. Вырăс, мордови халăхĕсен йăли-йĕркине те чăвашсеннипе тан ҫынсене кăтартса панă. Шăпах та, палăртнă районта вăл халăхсем чылай пурăнни сисĕнкелет.

Регион Ертӳҫине вырăнти ăстаҫăсем хăйсен эрешĕсемпе паллаштарнă, ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартнă, мĕн авалтан упранса пынă япаласем ҫинчен тĕплĕнрех ăнлантарса панă хăнасене.

Михаил Игнатьев паллă кун «Ачасен кĕперĕ» секци ĕҫĕпе паллашнă. Мероприятине йĕркелесе тăратма Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пысăк витĕм кӳнĕ.   

Ҫарпа патриот воспитанине парас тĕлĕшпе ятарлă тепĕр пысăк курав хатĕрленĕ уявра.  Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас тесе, чылай ĕҫ пурнăҫлать муниципалитет пĕрлешĕвĕнче вăй хуракансем. Тĕрлĕ пăшал, вăрҫăра усă курнă хатĕрсем халăха самай кăсăклантарнă. «Ушаковецсем» ҫарпа патриот клубĕ хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă уява пухăннă мĕнпур халăха.  

Этнографи паркĕнче ачасем куракансене спектакль парнеленĕ, пурин кăмăлне те ҫĕклесе янă.

Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕ хăйне евĕр сумлăн хатĕрленсе пысăк хăнасене кĕтсе илнĕ, кил-ҫурт, хушма-хуҫалăх пирки анлăн сăнарласа кăтартнă вĕсем. Ҫăкăр-тăвар чи сăваплă апат пулнă пуриншĕн те, унпа хăнасене пурте кĕтсе илме тăрăшнă. Ял поселенийĕсем ертӳҫĕсене хăйсен ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, тутлă апат-ҫимĕҫме сăйланма ыйтнă.

Кăнтăрла ҫитсен тĕп уявăн торжествăлла пайĕ пуҫланнă.

Чи малтан пухăннă хăнасене, мĕнпур ҫынсене район администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Смирнов тата район администрацийĕн ертӳҫи Нина Шпилевая саламланă, кăҫал Республика кунне ирттерме палăртнă муниципалитет конкурса хатĕрленсе ҫĕнсе илнине хыпарланă уява пухăннисене тав тунă май. Муниципалитетшăн чăн-чăн пархатар, историлле пулăм тесе каланă вĕсем.   

«Эпир тĕплĕн уява хатĕрлентĕмĕр. Хăнасене район килĕштĕр тесе тăрăшса ĕҫлерĕмĕр», тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Нина Шпилевая, ырă улшăнусем те сахал мар пулчĕҫ тенĕ ертӳҫĕ. Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче районта ҫĕнĕ ФАП уҫăлнă. Сиплев учрежденийĕсем те тĕпрен ҫĕнелсе пынине каланă сăмаха май.

Республика кунне халалласа, район хушма тĕрев илнĕ, кăтарту 118 млн танлашать. 10 ҫухрăм тăсăлса выртакан муниципалитетри ҫула ҫĕнетме плана кĕртнĕ. Объектăн тĕп подрядчикĕ – «ДорТех» тулли мар яваплă общество. Строительсем хăйсене шанса илнĕ ĕҫе графикран чылай маларах та пурнăҫласса шантараҫҫĕ тенĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳҫи.

Нина Шпилевая хăйĕн сăмахĕнче Улатăр районне,  каялла тавăрса памалли мар укҫа, республика хыснинчен самай куҫнине палăртнă, кăтарту 30 процентран та иртсе кайнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Укҫа-тенкĕн ытларах пайĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланать тесе пĕлтернĕ район администрацийĕн ертӳҫи.  Шкулсем, ача сачĕсем, ФАПсем, ҫулсем сарасси планра тата та пур-ха тенĕ вăл.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетра пурăнакансене ырланă, халăх питĕ пуҫаруллă, район администрацийĕн ертӳлĕхĕ граждансемпе килĕшсе, тухăҫлă ĕҫлесе пынине куҫкĕретех тенĕ. Ялсем хăтлă, условисем чаплă, ҫынсем кăмăллă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Ял пурнăҫĕ хуларинчен нимĕнпе те улшăнса тăмасть, таса сывлăш, пурăнма кирлĕ мĕнпур услови ҫителĕклĕ тесе ҫирĕплетсе каланă уява пухăннă хăнасем.

«Конкурсра мала тухас тесе Улатăр районĕ ҫав тери нумай ĕҫ пунăҫланă. Ҫивĕч тупăшура мала тухма ҫăмăлах пулман, вĕсем маттур. Патшалăхăн тĕп уявне ирттерме ăмăртура мала тухнишĕн тав тăватăп», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ ентешсене уявра саламланă май.

«Тар юхтарса ĕҫлесен, каяллах  ырăпа таврăнать. Пурте ҫакна лайăх ăнланаҫҫĕ. «Акатуй» мĕн ĕлĕкрен сумлă пулнă, ăна халăх ҫурхи ĕҫсене вĕҫлесен, савăнса ирттернĕ. Уявсем яланах пурсăмăра та пĕр чăмăра пухаҫҫĕ. Илемлĕхе туйма вĕрентеҫҫĕ, пĕрне-пĕри хисеплеме, йăла-йĕркене тытса пыма вăй-хал параҫҫĕ. Эпир тăрăшса ĕҫлесен, ачасене ӳлĕмрен пурăнма аван пулĕ. Вĕсем ачаран илемлĕхе туйсан, усал ĕҫ патне те туртăнмĕҫ. Килĕшӳ, ҫураҫулăх яланах тĕнчере хуҫаланмалла», – каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев,  пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ĕҫре ҫитĕнӳсемпе суннă. Мирлĕ пурнăҫ яланах ҫĕршывра пултăр тенĕ вăл.

Ҫĕр ĕҫченĕсене, хисепе тивĕҫнисене регион Ертӳҫи патшалăх наградисене парса чысланă.  Ҫамрăк ҫемьесене, ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама, социаллă тӳлеве тивĕҫнисене сертификат парса хавхалантарнă. Ялта ĕҫлекен ҫамрăксем те патшалăх пулăшăвне тивĕҫнĕ. Чĕрчунсен тĕнчине упрассипе ĕҫлекен организацине «Нива» автомашина парса чысланă. Ӳлĕмрен палăртнă организаци хăйсене шанса панă ĕҫсене кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пырасса шанса каланă пуҫлăхсем.

Республика кунĕпе пухăннă халăха Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Юрий Кислов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов ăшшăн саламланă.  

Уявра пухăннисене «Раҫҫей ҫăл куҫăсем» халăх пултаруллăхĕн ушкăнĕ хăйсен юрри–ташшине парнеленĕ. Кăҫал мероприятине Раҫҫейри 25 регионтан хăнасем килсе ҫитнĕ. Республика Пуҫлăхĕ хăнасемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă.  Пурне те ырлăх-сывлăх, пултарулăх ĕҫĕнче ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума каланă.  

Паллă кун хăнасемпе пĕрле Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата унăн мăшăрĕ  кăвак чăрăшсем лартнă, 26 йывăҫран тăракан аллея – Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен йышне ҫирĕплетет.    

Фоторепортаж



24 июня 2019
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter