Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак уяв уйрӑм пӗлтерӗшлӗ, вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан тата унта ҫу­ралса ӳснӗ, тӑван кӗтесе чунтан юратакан мӗнпур ҫынна пӗрлештерет.

Пирӗн ҫӗршывӑмӑр хӑйӗн авалхи кун-ҫулӗпе тата пуян йӑли-йӗркипе паллӑ. Чӑваш Ен – уҫӑ та тарават регион! Вӑл кунта нумай ӗмӗр туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан, тӗрлӗ тӗне ӗненекен тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан йышлӑ халӑх ҫыннишӗн тӑван кил шутланать.

Пирӗн тӑван ҫӗрӗн тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ та япаплӑ тата таса чунлӑ ҫыннисем. Шӑпах эсир хӑвӑрӑн кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр.

Паян эпир сирӗнпе экономика ӳсӗмне палӑрмаллах хӑвӑртлатма, халӑ­хӑн социаллӑ хӳтлӗхне тата ырлӑх-пурлӑхне ӳстерме, пурнӑҫ тӑршшӗне пы­сӑклатма, тӑван культурӑпа ӑс-хакӑл еткерне, йӑлана кӗнӗ ҫемье тата пӗтӗм этемлӗх хаклӑхӗсене сыхласа упрама тата ҫирӗплетме пулӑшакан наци про­екчӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртетпӗр.

Мӗнпур шайри влаҫӑн, бизнесӑн тата общество организацийӗсен кал-кал ӗҫӗ, республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннӑн тимлӗхӗ, пурнӑҫри хастар­лӑхӗпе яваплӑхӗ пире халичченхинчен те пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума тата ҫитес ҫул Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлипе паллӑ тума май парасса ҫирӗппӗн шанатӑп.

Эпир сирӗнпе ҫакна уҫӑмлӑн пӗлсе тӑратпӑр – Чӑваш Ен – пурӑнма чи лайӑх вырӑн!

Хамӑрӑн тӑван республикӑна чечекленӳпе аталану тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳ­сем, унӑн пӗтӗм ҫыннине вара ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, мӗнпур лайӑххине тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн малашнехи ҫӗнтерӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                           Михаил Игнатьев 



24 июня 2019
07:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter