Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫӳллĕшне сикессипе ирттерекен Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи ăмăртăва хутшăннисене саламланă

Михаил Игнатьев пожелал успехов участникам Всероссийских соревнований «Мастера по прыжкам с шестом»Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче  ҫӳллĕшне шăчăпа сикессипе ирттерекен Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи ăмăртăва курма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫитсе килнĕ.  Мероприятине Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре ирттернĕ. Паллă пулăма Республика кунне халалланă.  

Михаил Игнатьев ăмăртăва хутшăннисене мухтанă, курма пыракансене пурне те Республика кунĕ ячĕпе саламланă. Спортсменсене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă, вăй-хал суннă. Кăштах ҫумăр ҫукалать пулин те халăх йышлăн пухăннине асăннă вăл.     Ҫăмăл атлетика спорчĕ регионта хăватлă аталаннă, ҫакнах мероприятине ҫынсем нумай пуҫтарăнни те ҫирĕплетсе парать. Ăмăртăва кăҫал ҫĕршыври паллă чи вăйлă 9 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă.

Раҫҫей шайĕнче нумай ҫулсем хушши чемпион ята ҫĕнсе илнĕ, Европа чемпионĕ Анжелика Сидорова,   Европа чемпионĕ, Раҫҫей шайĕнче темиҫе хут та чемпион ята тивĕҫлĕ пулнă Ангелина Жук-Краснова, тĕнче шайĕнче кĕмĕл призер, Раҫҫей, Европа чемпионĕ ята ҫĕнсе илнĕ Алена Лутковская тата ыттисем ăмăртусенче пулнă.

Пурне те хыҫа хăварса Чăваш Ен хĕрĕ Анжелика Сидорова мала тухнă, унăн кăтартăвĕ ҫӳллĕшне сикессипе 4 м 75 см танлашнă.  

Кĕмĕл медале Ирина Иванова Омск облаҫĕн хĕр упраҫĕ тивĕҫнĕ, бронза медале Ангелина Жук-Краснова ҫĕнсе илнĕ, вăл Мускавшăн тупăшнă, хĕрупраҫ Иркутск облаҫĕнчен.  

Финал ăмăртусем вĕҫленнĕ хыҫҫăн, ҫĕнтерӳҫĕсене медальсем, дипломсем, сертификатсем парса хавхалантарнă. Пĕрремĕш вырăна  тивĕҫни – 30 пин илĕ, иккĕмĕшне 20 пин, виҫҫĕмĕшне 10 пин тенкĕ парĕҫ.   

Фоторепортаж



24 июня 2019
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter