Чăваш Ен Пĕтĕм Раҫҫейри "Астӑвӑм тӑпри" ҫарпа патриот акцине хутшăннă

Чувашия присоединилась к Всероссийской военно-патриотической акции «Горсть памяти»Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта Пĕтĕм Раҫҫейри "Астӑвӑм тӑпри" ҫарпа патриот акцине халăх йышлăн тухнă.  Ҫавна май Шупашкарти Б. Хмельницкий урамĕнчи тӑванла масара ентешсем чылайӑн пуҫтарӑннă.

Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан акцине  регионта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫнă.  Хурлану кунĕнче акци мĕнпур регионсенче иртнине асăннă вăл сăмаха пуҫланă май. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Чăваш Ен халăхĕ пысăк тӳпе хывнине, Раҫҫейри 27 млн ытла ҫын ҫĕнтерӳшĕн кĕрешсе пуҫне хунине палăртнă Ертӳҫĕ.  Вăл йышран пирĕн тăрăхри хастар салтаксем те чылайăн пулнине каланă Пуҫлăх.

Мĕнпур общество ҫыннисен пĕр чăмăра пухăнса, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тавра чăмăртанмаллине, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине, ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн кашнин ырми-канми тăрăшмаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

«Пирĕн асаттесемпе асаннесем пĕтĕмпех мирлĕ пурнăҫ тĕнчере хуҫалатăр тесе вăй хунă, вĕсене асăнса, пуласлăха ҫирĕп вăй илтерме витĕм кӳмелле. Ҫитĕнекен ăрăва час-часах вĕсем пирки ăнлантарса каласа памалла», – тенĕ Михаил Игнатьев.   

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕ Юрий Петров вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем пирки каласа панă.  Аманнă салтаксем, хăйсене шеллемесĕр, тăшмана хирĕҫ тăнине асăннă вăл. Паянхи ҫамрăксен паттăрсен ятне ялан асра тытмаллине, вĕсем пек ҫирĕп пулма тăрăшмаллине чĕнсе каланă сумлă ветеран. Пурнăҫ таппинче ăс-хакăл тĕнчи пуян пулмалла, тăшмана кирек-епле вăхăтра та парăнтарма пĕлмеллине тепĕр хут сăмаха ҫавăрса каланă вăл.  

«Пĕлсех тăратăп, ҫитĕнекен ăру йывăрлăхсемпе кĕрешме пĕлнине. Тăван ҫĕршыва юратнине пĕрре мар ҫирĕплетнĕ вĕсем. Пирĕн ҫĕршыв яланах вăйлă пултăрччĕ. Пурне те мирлĕ пурнăҫ сунатăп, пире вăрҫă кирлĕ мар!», тенĕ ветеран.   

Сумлӑ мероприятие Чăваш Республикин Пуҫлӑхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин  ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин, Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранĕ Юрий Петров, Шупашкар епархийĕн викарийĕ, Сĕнтĕрвӑрри епископĕ Игнатий хутшӑннă.

Михаил Васильевич "Астӑвӑм тӑпри" акци пирки каласа кӑтартнă, акцине  хутшӑнакансене тав тунă, пурне те ҫирĕп сывлӑх, телей суннă.

Ҫар ҫыннисен тӑванла вил тӑпри ҫинчен илнĕ ывӑҫ тӑпрана илсе ятарлӑ контейнера ("салтак енчĕкне") хунă. Кайран ӑна артиллери снарячĕн гильзине хурса РФ Хĕҫ-пӑшаллӑ вӑйсен Тĕп храмĕн историпе мемориал комплексне вырнаҫтараҫҫĕ. Ӑна Аслӑ Ҫĕнтерӳ 75 ҫул ҫитнĕ тĕле 2020 ҫулта Мускав ҫывӑхĕнче уҫаҫҫĕ.

 Астӑвӑм тӑприне илнĕ хыҫҫӑн ентешсем тӑванла вил тӑпри ҫине чĕрĕ чечексем хунă.

Фоторепортаж



24 июня 2019
06:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter