Республика кунĕнче Шупашкарта «Соляное» микрорайонта ача сачĕ уҫăлнă

В микрорайоне Соляное г. Чебоксары в День Республики открылся новый детский садРеспублика кунĕнче Шупашкарта «Соляное» микрорайонта ача сачĕ уҫăлнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ. Харăсах ача садне 220 шăпăрлана вырнаҫтарма май пур. Объект пысăккă, халăх кăмăллă.

Хула влаҫне наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, пухăннă мĕн пур ҫынсене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.

«Ача сачĕсене хута ярассипе йышăннă федераци программи регионта анлăн пурнăҫа кĕртсе пырать. Кăҫал Чăваш Енре 17 объект хута кайĕ, вĕсенчен 15-шĕнче хĕрӳ ĕҫ пырать, строительсем ырми-канми тăрăшни куҫкĕретех. Тата та иккĕшĕнче те ĕҫе кӳлĕнме хатĕр, пĕтĕмпех малтанхи тапхăрти мероприятисене хатĕрлесе ҫитернĕ», – тесе хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта ача сачĕ 11 пулмаллине асăннă вăл. Ҫĕнĕ объектсене кăҫал пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах та, Республика кунĕнче уҫăлчĕ.

Шăпăрлансене аталанса пыма вĕренӳ учрежденийĕнче условисем пĕтĕмпех ҫителĕклĕ пулнине курса ĕненнĕ регион Пуҫлăхĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ачисемшĕн пăшăрханма кирлĕ мар, сывлăха ҫирĕплетме те, тавракурăмлăха ӳстерсе пыма та тĕрлĕ майсем пур тесе каланă вăл.   «Сывлăм» ятлă ача садне «ТРЕСТ-11» ТМЯО хăпартса лартнă.

Предприяти ертӳҫи Владимир Грачев хăйĕн сăмахĕнче объектăн строительство ĕҫне пĕлтĕр утă уйăхĕнче пуҫланине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхне ҫурта хута яма пысăк тĕрев панăшăн, яланах тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшнăшăн, мĕнпур ĕҫсене вăхăтра тĕрĕслесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă предприяти ертӳҫи.

«Ача садне ҫӳрекенсемшĕн эпир те мăнаҫланатпăр. Шанатпăр, кунтан ăс пухса пуянланнисем, пуласлăхра шкулсенче те тарăн пĕлӳ илессине. Ҫитĕнекен   ăру, Чăваш Еншĕн тăрăшса таса чунпа ĕҫлессине те ĕненетпĕр», - тенĕ ача пахчин ертӳҫи Ирина Корлатяна.

Нумай ачаллă Королевсен ҫемьи республика ертӳлĕхне микрорайонта пурăнакан халăх ячĕпе ăшшăн тав тунă, ача сачĕ вĕсене питĕ килĕшнине хыпарланă.  

Шкул ҫулне ҫитменнисем валли «Сывлăм» ача садне 10 ушкăн йĕркелесе тăратма пулать, ачасем валли вырăн ҫителĕклĕ.

Паллă кун шăпăрлансем валли тĕрлĕ мастер-классем иртнĕ, тавракурăмлăха пуянлатма май паракан мероприятисем йĕркеленĕ. 

Фоторепортаж



25 июня 2019
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter