Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене тивĕҫнисене хаваслă лару-тăрура Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре парса чысланă

На Красной площади города Чебоксары состоялось чествование лауреатов Государственных премий Чувашской РеспубликиҪĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре регионта пурăнакансене, пухăннă хăнасене Республика кунĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă.

Республика пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫленĕшĕн пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев. Республика Правительстви регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика хăватлă вăй илсе пытăр тесе сахал мар тимлĕх уйăрнине асăннă регион Ертӳҫи.  Хула территорийĕсем хăтлăланччĕр, халăхăн пурнăҫ условийĕсем ырă енне куҫса пыччĕр тесе бюджетран чылай укҫа-тенкĕ тăкакланнине те палăртса хăварнă Ертӳҫĕ Михаил Игнатьев.

«Умра тата та палăртса хунă пысăк ĕҫсем пур-ха. 2020-мĕш ҫулта Чăваш автономи облаҫне йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине паллă тăватпăр. Пĕрле тăрăшса ĕҫлесен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕртĕпĕр, Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем тĕп вырăнта, вĕсемпе те тăрăшсах ĕҫлемелле. Мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсен, Раҫҫей Федерацийĕн Президентне пĕлтерĕпĕр. Раҫҫей яланах вăйлă та сывă пултăр! Чăваш Ен чечеклентĕр, аталанса ҫӳлтен-ҫӳле ҫĕклентĕр! Халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнтăр!», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин тĕп уявĕпе пухăннă ентешсене, хăнасене ҫакăн пекех ăшшăн Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Тутарстан Республикин Премьер-министрĕн ҫумĕ Василь Шайхразиев саламланă.  

Паллă кун Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене хастар та пултаруллă ҫынсене парса чысланă. Хисепе тивĕҫнисем хушшинче пуҫаруллă яш-кĕрĕм те пур. Тĕрлĕ сферăра ĕҫлесе пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем чăнласах та, ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне регионти виҫĕ культура ҫурчĕ тивĕҫнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле укҫан калăпăшĕ 2,8 млн танлашать. Ольга Волкова 2019 ҫулта Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ конкурса Гран-прине тивĕҫлĕ пулнă, ăна та Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятарлă парнине парса хавхалантарнă.   Уяв «Раҫҫей ҫăл куҫăсем»  халăх пултарулăхĕн фестивалĕпе вĕҫленнĕ, 90-мĕш ҫулсенчи паллă эстрада ҫăлтăрĕсем хăйсен юррисене пухăннă ҫынсене парнеленĕ.  «Дюна» ушкăнăн юрăҫисем – Виктор Рыбинпа Наталья Сенчукова пури асĕнче те нумайлăхах юлĕҫ.  

 Фоторепортаж



25 июня 2019
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter