Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Ҫĕртме уйăхĕн  25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем регионти строительство пайĕнчи тĕп ыйтусем тавра сăмахланă. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса строительство организацийĕсем пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ чух хваттер тумашкăн пая кĕрекенсен укçине явăçтарма пултараймаççĕ. Çынсен укçи банксенчи ятарлă эскроу шучĕсем çинче капланать. Строительсен çуртсене е хăйсен укçипе, е банксен кредичĕсемпе тумалла. Хайхи эскроу шучĕсем çинчи укçа вара çынсене хатĕр хваттерсем панă хыççăн тин строительство компанийĕсен шучĕсем çине куçĕ.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан строительство компанийĕсем эскроу шучĕсемпе ĕçлемелли ыйту пирки тĕплĕн каласа хăварнă, регионта строительство пайĕпе тимлекен 57 предприяти 102 проектпа тăрăшнине асăннă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1 млн тăваткал метр йышăннине хыпарланă.  19 проекчĕпе строительсен проектлă финанс ҫине куҫма тивет. Вĕсенчен 8-шĕ куҫма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, 9-шĕ вара заявка тăратнă. Кун пек малашне ĕҫлесен ҫирĕп тĕрĕслев пулассине асăнса хăварнă министр хăйĕн сăмахĕнче.

Кăҫал 672 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартса лартма плана кĕртнĕ тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин строительство министрĕ.   Кăтарту япăх мар, пĕлтĕрхинчен пĕчĕк мар.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Строительство министерствине подрядчиксемпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă. Банксем валли ĕҫ хучĕсене тирпейлĕ хатĕрлемеллине те чĕнсе каланă Пуҫлăх.  

Паян строительсен ытларах пайĕ, яваплăха туйса таса чунпа ĕҫлесе пынине каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   



25 июня 2019
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter