2019 ҫулта 5 уйăх хушшинче промышленноҫ комплексĕнче тиесе ăсатнă таварсен калăпăшĕ пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 16 процент чухлĕ ӳснĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, республика бюджетне епле пурнăҫланине, кăрлач-ҫу уйăхĕсенчи ĕҫсене тĕплĕн пăхса тухнă.  

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева докладра регионта промышленноҫ пайĕ 5 уйăх хушшинче ҫитĕнӳсемпе палăрнине асăннă. Ҫурт-йĕр хута ярассипе те кăтартусем самай лайăхланнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Таварсен ҫаврăнăшĕ, халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ те лайăхланчĕ тенĕ ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Электротехника кластерĕ вăй илет, пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, тĕнче шайĕнче пулакан мероприятисене хатĕрленсе чылай калăплă ĕҫсем тунă тенĕ вăл. Тӗнчери футбол чемпионачӗ тӗлне Калининград, Самар, Чулхула тата Волгоград хулисенче туса лартнӑ стадионсене тата инфратытӑм объекчӗсене (котельнӑйсене, хӑна ҫурчӗсене, тренировка ирттермелли центрсене, кафесене) энерги хӳтӗлевӗпе тивӗҫтерекен оборудование пирӗн «Бреслер», Шупашкарти электроаппарт завочӗ, «ВНИИР», «Релематика» , «ЭКРА» тата ытти предприятисем тӑратнӑ. Крым кĕперне, футбол чемпионачĕ тата ытти мероприятисене пула, республикăра та самай тупăшлă ĕҫлеме май килнĕ.   

«Паянхи пурнăҫ таппине тӳр килтерсе, электротехника предприятийĕсем проектсене ҫĕнетсе пыраҫҫĕ, цифра хатĕрĕсем ҫине   куҫма тăрăшаҫҫĕ», тесе пĕлтернĕ Светлана Ананьева.  

Промышленноҫ предприятийĕсем 99 млрд тенкĕлĕх тавар тирпейлесе кăларнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен кăтарту 16,1 процент таран хăпарнă тенĕ ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  «Промтрактор-Вагон» АО курăмлă ĕҫлеме тытăнни те куҫкĕретех, ӳсĕм вĕсен 3 хут пысăкланнă.

«5 уйăх хушшинче 110 единица тавар тирпейленĕ. Кăтарту каллех пысăк, икĕ хут нумайрах ытти чухнехинчен. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле промышленноҫ таварĕсене 350 тирпейлесе кăларма тĕллев лартнă», пĕлтернĕ Светлана Ананьева.

«ЧП «Сеспель» АО уйрăмах ҫитĕнĕвĕсем пысăк, вĕсен промышленноҫ производствин калăпăшĕ 129,5 процент таран ӳснĕ.

«Строительство» ĕҫ-хĕлĕнче кăтартусем лайăхланнă.  

Инфляци ҫу уйăхĕнче 2019 ҫулта пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 2,4 процентпа танлашать, Раҫҫейри вăтам кăтартуран пысăк.  

2019 ҫулта кăрлач-пуш уйăхĕсенче вăтам ĕҫ укҫи 26866  танлашнă, пĕлтĕрхинчен кăтарту самай аван.  Халăх ĕҫ укҫин шайĕ ӳссе пынине ҫирĕплетсех калать.

«Ырă улшăнусем ҫук мар, ҫапах та хăш-пĕр тытăмри кăтартусем чакнă. Предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансемпе тачă ĕҫлесе пымалла, тухăҫлăх тени малти вырăна тухмалла», тесе хушса каланă  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине асăннă. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес тĕлĕшпе палăртнă Раҫҫей Президенчĕн наци проекчĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Лайăх ĕҫлесе пыракан предприятисен тĕслĕхĕсене ыттисене кăтартса пымалла,  тухăҫлăха ӳстерессишĕн вара пурин те ырми-канми тăрăшмаллине асăннă. Ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳсни курăнать, 20-30 процент хăпарнă.  

Ял хуҫалăхĕ пирки калас пулсан, таварсен производствин индексĕ 99,6 процентпа танлашать, выльăх-чĕрлĕх таварĕсене туса кăларассин ӳсĕмĕ кăштах анни сисĕнет.

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Денис Паспеков регионта выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлессипе хуҫалăхсенм епле ĕҫлесе пынипе паллаштарнă, палăртса хунинчен 54 процентне тивĕҫтернĕ тенĕ вăл. Утă уйăхĕн варринче ĕҫ-пуҫа тĕпрен вĕҫлеме план тунă тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  

Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, Патăрьел районĕнче типĕ ҫанталăк  хуҫалăхсене шар кӳрет. Улатăр, Шупашкар, Пăрачкавсем те ҫак инкеке тӳсеҫҫĕ.  Енчен те ҫут ҫанталăк пăтăрмахсем кăларса тăратать пулсан, ӳсен-тăран типсе ларсан, тăкак тӳсни пирки ĕҫ хучĕсене вăхăтра кирлĕ пек шайра йĕркелесе пама сĕннĕ вăл. Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă регион Ертӳҫи, ҫитес планеркăра калаҫăва малалла тăсма каланă.

Апат-ҫимĕҫ таварĕсен хакĕ сăлтавсăр ӳсме юраманнине асăрхаттарса хăварнă паянхи планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина докладра Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 25,3 млрд танлашнине, тăкак пайĕ – 19,9 млрд пулнине асăннă.

Пĕтĕмĕшле палăртас пулсан, республикăн пĕрлештернĕ хысни 17,8 процент чухлĕ хăпарнă. Харпăр хăй тупăшĕ республикăн 15,5 процент чухлĕ ӳснĕ тесе каланă сăмаха ҫавăрса вице-премьер.  

 Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев укҫа-тенкĕпе перекетлĕ тата тĕллевлĕн усă курма чĕнсе каланă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсене. Графика пăхăнса мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пымаллине асăннă вăл.



25 июня 2019
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter