Республика кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене паянхи планеркăра пĕтĕмлетнĕ

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем хушшинче - Республика кунне епле хатĕрленсе ирттернине тарăн сӳтсе явасси.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уяв мероприятине йĕркелесе ирттерме пулăшнисене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, федераци службисен ертӳҫисем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланă тесе хушса каланă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  

«Уявсем яланах пурсăмăра та пĕр чăмăра пухаҫҫĕ, пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăнма вĕрентеҫҫĕ. Пуласлăхра тата та пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хал хушаҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Республикăн тĕп уявне ҫулсерен ытти регионсенчен халăх йышлăн пухăннине хыпарланă Ертӳҫĕ. Ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма та витĕмлĕ тесе каланă вăл сăмаха май.   

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева хăйĕн докладĕнче Хĕрлĕ тӳремре регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXVI курав ҫав тери чаплă иртнине хыпарланă.  Пурĕ палăртнă пулма 100 ытла организаципе предприяти хутшăннине асăннă вăл сăмах май.  Хими, промышленноҫ, ял хуҫалăхĕпе культура, строительство  тата ытти сферăра ĕҫлекенсем лайăх куравсем хатĕрлесе тăратнă тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Экономикăпа ҫыхăннă ятарлă блокра производствăн культура пайĕ, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерессипе ҫыхăннă  ыйтусемпе ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ уҫă калаҫăвăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах вырăнлă пулчĕ тесе каланă ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.   Хăш-пĕр килĕшӳсене те алă пусса ҫирĕплетнине хыпарланă вăл. Шупашкарта иртнĕ Культура форумĕнче Япони партнерĕсемпе тухăҫлă ĕҫлени пирки канашланине, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн базинче «Бизнес-культура молодежного предпринимательства» ятлă тĕплĕ калаҫу пулнине те хыпарланă вăл.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче, Республика кунне халалласа регионта чылай чаплă мероприятисем иртнине асăннă. Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕнче 1500 ҫын ытла хутшăнма кăмăл тунине, вĕсем пурте хаваспах ыттисемшĕн паха тĕслĕхре пулнине асăннă министр.

Уяв мероприятийĕсенче пултарулăх ушкăнĕсем – 242 пулнă. Алă ĕҫ ăстисем те чылайăн пухăннă, вĕсен шучĕ 87-рен те иртсе кайнă. Раҫҫей Федерацийĕн 52 регионĕнчен хăнасем йышлăн пухăннă.  Палăртма кăмăллă, уяв мероприятийĕсене 10 пин ытла ҫын хутшăннă. Хорта вара, алла-алăн тытăнса юрлама 1,5 пин ҫын кăмăл тунă.

Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре уява пухăннисем валли Раҫҫейĕн эстрада ҫăлтăрĕсем: Ирина Салтыкова, Виктор Рыбин, Наталья Сенчукова хаваслă юрăсем шăрантарнă.   

 



25 июня 2019
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter