Чăваш Ен Правительстви Чăваш Республикин «Чăваш Республикин патшалăх наградисем ҫинчен» саккунне кĕртекен улшӑнусене ырланă

Ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта хутшӑннисем Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе ҫыхӑннӑ ыйтăва пăхса тухнă, ҫавна май Чăваш Республикин тивӗҫлӗ саккунне улшӑнусем кĕртнĕ.  Ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, малашне наставник пулса тăрăшакан ҫын­сем те Чăваш Республикин хисеплĕ ятне тивĕҫме пултарĕҫ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче кун пек йышăну наставниксен институтне тата та анлăрах аталантарса пыма витĕм кӳрессине палӑртнă.  

Кунсăр пуҫне, паянхи ларура «Чăваш Республикин тава ти­вĕҫлĕ юрисчĕ» хисеплӗ ят парас ыйту ҫинче те чарăнса тăнă. Хисеплĕ ята памалли йĕркене улшӑнусем кĕртессине тишкернĕ.

«Халичченхи ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, хисеплĕ ята юстици органĕсенче, прокуратурăра, патшалăхӑн хăрушсăрлăх органĕ­сенче, шалти ĕҫсен пайĕнче, судра, адвакатурăра, патшалăх органĕсемпе организацийӗсенче  10 ҫултан кая мар ĕҫлесе ҫи­тĕнӳсемпе палăрнисем тивĕҫнĕ пулсан, малашне вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсем те  асӑннӑ наградăна илме пултарĕҫ», – тесе ӑнлантарнӑ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев.   



26 июня 2019
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter