Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил РФ Патшалăх канашĕ ҫулсем тата хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ирттернĕ лару ĕҫне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в заседании Госсовета России по вопросу развития автодорог и безопасности дорожного движенияҪĕртме уйăхĕн  26-мĕшĕнче Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвне ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту – автомашина ҫулĕсене тирпейлесе тăрасси, вĕсен пахалăх шайне ӳстересси, ҫул-йĕрсем ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.

Ĕҫ ушкăнĕ тăратнă предложенисене паян ларура анлăн пăхса тухнă, ҫул-йĕр строительствин тухăҫлăхĕ пирки канашланă, укҫа-тенкĕпе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Паллă пулăма  актуаллă ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн ум сăмахĕнче пахалăхлă ҫулсем ҫĕршывра юлашки тăватă ҫул хушшинче 2423 ҫухрăма тăсăлнине асăннă. Федераци пĕлтерĕшлĕ ҫулсенчен ытларах пайĕ ҫирĕп йĕркене пăхăнса тăнине асăннă вăл. Мĕнпур объектсенчен 83 проценчĕ палăртнă йĕркесене туллин тивĕҫтернине те каланă. 2010 ҫулта пурĕ те лайăх ҫулсен кăтартăвĕ 38,6 процентпа ҫеҫ танлашнă пулнă.

«Федераци ҫулĕсем паха. Малалла ăнтăлни куҫкĕретех. Регионсенчи объектсемпе илес пулсан, кăштах лару-тăру урăхрах. Мĕнпур ҫулсенчен ҫурри кăна ҫирĕп йĕркене пăхăнса  тăни сисĕнет», – тенĕ ҫĕршыв Ертӳҫи.  

Владимир Путин ҫул-йĕр хуҫалăхĕнче ҫитĕнӳсемпе палăрас тесен, кашни регионăн харпăр хăй программине йышăнса хăвармалла ҫитес вăхăтрах,  вăл ĕҫе 2024-мĕш ҫулччен тăсмалла тенĕ.

«Апла пулсан, ҫул-йĕр строительствипе тăрăшакансем ĕҫе пуласлăх валли те план тума пултараҫҫĕ. Хаклă йышши пысăк технологиллĕ техника туянма та тĕллев лартĕҫ», – тенĕ Раҫҫей Президенчĕ.   

Объектсене пурнăҫлама ирĕк паракан конкурссене ирттернĕ чухне ĕҫ хучĕсенчи йĕркесене ҫирĕп тĕрĕслеве илме, строительство хатĕрĕсен пахалăх шайĕ ҫине тимлĕх уйăрмаллине те чĕнсе каланă вăл. Ҫĕнĕлле ĕҫлес текенсене чарма юраманнине, ытларах пысăк технологисене тĕпе хурса пымаллине каланă Владимир Путин.

Ҫулсене ҫутăпа тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.   Регионсенчи кĕперсем ҫинче уйрăмах электричество кирлĕ пек шайра пулмаллине асăрхаттарса хăварнă тепĕр хут ҫĕршыв Ертӳҫи. Видеосăнавсене ҫителĕклĕ таран ҫулсем ҫинче вырнаҫтармаллине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Автомашина ҫулĕсем ҫинче тепре чухне ачасем те инкеке лекнисем пулкалаҫҫĕ, апла пулсан халăхпа, ҫула ҫитменнисемпе тăтăшах профилактика ĕҫне пурнăҫлама ыйтнă.

Пĕтĕмĕшле калас пулсан лару-тăру япăх мар ҫĕршывра, ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхсен шучĕ чаксах пырать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Ларура ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи Буряти Республикин Пуҫлăхĕ Алексей Цыденов тарăн доклад туса панă.  

Лару ĕҫне вĕҫленĕ хыҫҫăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, регионта «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» программа пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать. Кăҫал регионта 54 объектра хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 5 млрд танлашать. Кăҫал 33,6 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫулсене реконструкцилеме тата ҫĕнетме план тунă. Кунсăр пуҫне 177,9 ҫухрăм выртакан ҫула тĕпрен юсама плана кĕртсе хăварнă», – тенĕ вăл.   

РФ Патшалăх канашне ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хутшăнни, ҫӳлерех асăннă ыйту патшалăхăн приоритетне ҫирĕплетсе парать тенĕ. 2024 ҫулсем тĕлне наци проекчĕсене туллин пурнăҫа кĕртме хистет, 2030-мĕш ҫулсем валли стратегийлĕ план тума та вăй-хăват хушать тенĕ вăл.  

«Ăнсăртран мар пулĕ, РФ Правительствинче ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Пурин те ҫулсем ҫинче асăрхануллă пулмалла, йĕркесене ҫирĕп пăхăнмалла, сыхă тăмалла. Пирĕн регионта лару-тăру япăхах мар, ҫулсем ҫинче пулнă инкексен шучĕ чакни сисĕнет. Автомашина ҫулĕсем тирпейлĕ.  Пур-пĕрех тимлĕхе никамăн та ҫухатма ирĕк ҫук. Ҫула ҫитменнисем тепре чухне пăтăрмахсем кăларса тăратаҫҫĕ, апла пулсан вĕсемпе те комплекслă ĕҫлемелле, лару-тăрăва тĕплĕн сӳтсе явса, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăвармалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн,  Чăваш Республикинче  регион шайĕнчи виҫĕ проект пурнăҫланать.

2019 ҫулта палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсен, регионти мĕнпур ҫулсенчен 44,1 проценчĕ норматива тивĕҫтерĕ.  Шупашкарта ку кăтарту паллă, кăштах пысăкрах, 65,3 процента ҫити хăпарать.  

«Хăрушлăхсăр ҫулсем» регионти проекта пурнăҫа кĕртме 2019–2024-мĕш ҫулсем валли  29,4 млн пăхса хăварнă. Укҫа пĕтĕмпех республика хыснинчен куҫĕ. Проект комплекслă ĕҫлеме хистет.

2019 ҫулта 3,9 млн Чăваш Республикин республика хыснинчен проект валли уйăрма плана кĕртнĕ. Ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттересси, пособи хатĕрĕсем пуласси те паллă, автогородоксем хута кайĕҫ, пĕр сăмахпа каласан профилактика ĕҫĕсене ирттерме условисем ҫителĕклĕ пулĕҫ. Енчен те палăртса хунă ĕҫсене тĕпрен пурнăҫласан, ҫулсем ҫинче ачасемпе пулнă инкексен шучĕ 2019-мĕш ҫулсем тĕлне, кăтарту чакмалла тесе асăннă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



26 июня 2019
18:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter