Ĕҫлеме пултаракан ӳсӗмри ҫынсем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ Чăваш Республикинче 2012 ҫултан пуҫласа 17 процента яхăн чакнă

 Ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕринпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тарăн доклад туса панă.  Ведомство ертӳҫи 2018 ҫулта халăх сывлăхĕн кăтартăвĕ епле пулнипе паллаштарнă ларăва пухăннисене.  

Чи пысăк ҫитĕнӳ, халăхăн ĕмĕр тăршшĕ вăрăмланни. «Юлашки 6 ҫул хушшинче вăтам кăтартуран 2,15 ҫул ытла иртни те сисĕнет. Хальлĕхе вăл вара 72,95 ҫулпа танлашать. Пĕтĕм Раҫҫейри вăтам кăтартуран кăштах хăпарнă пирĕн регионта», тенĕ министр.

2018 ҫулхи кăтартусем кăҫал та упранса пынине палăртнă вăл. Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указа тĕпе хурса, халăхăн сывлăхне упрама сахал мар тĕрлĕ паха условисем хатĕрлесе тăратнă республикăра, пысăк технологиллĕ медицина вăй илет, специалистсен професси пĕлĕвĕ ӳссех пырать, медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ пысăк, ҫакнах халăх та пĕрре мар ҫирĕплетсе калать. Ĕҫлеме пултаракан ҫынсем вăраха кайса чирленин тĕслĕхĕ сахалланса пырать, ҫынсем сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнаҫҫĕ, спорта юратаҫҫĕ тенĕ Владимир Викторов.

Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе медицина пурнăҫа кĕрсе пырать, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ майсем йĕркеленеҫҫĕ, телемедицина хăватланать, информаци технологийĕ те ҫирĕпленсе майлашăнса пырать. Ял тăрăхĕсенче ФАПсем пур, вĕсем хуларисенчен те лайăхрах тесен те йăнăш мар, пĕр сăмахпа калас пулсан, сывлăх сыхлавне аталантарас ĕҫе республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.

Виҫӗ сыпӑклӑ сывлӑх сыхлавӗ – пуҫламӑш сыпӑкран тытӑнса пысӑк технологиллӗ медицина центрӗсем таранччен – пире медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ҫултан-ҫул ӳстерсе пыма май парать.

Пĕтĕмпе регионта 179 ФАПа тĕпрен ҫĕнетнĕ, куҫса ҫӳрекен медицина уйрăмĕсем те чылай.  «Земский доктор»  программăпа килĕшӳллĕн, регионти ялсене ҫамрăк 426 врача явăҫтарма май килнĕ.

«Финанс тĕлĕшĕнчен пысăк пулăшу куҫман пулсан, кун пек кăтартусемпе палăрма хĕнччĕ», тенĕ ведомство ертӳҫи.

Калăпăр, 2018 ҫулта сывлăх сыхлавĕн пайне тĕрлĕ бюджетран 19,4 млрд тăкакланă. 2017 ҫулхипе танлаштарсан, ӳсĕм пур – 20,5 процент хăпарни курăнать.

«Укҫа-тенкĕне пула, бюджетран тĕрев вăхăтра куҫнипе – граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕсене тивĕҫтерес тесе йышăннă патшалăх программи те анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех вăхăтра тата кирлĕ шайра пурнăҫласа пынă», – сăмаха ҫавăрса каланă Владимир Викторов.      

2018 ҫулта вăтамран пĕр ҫынна сиплеме 14208 тенкĕ тăкакланнă. 2017 ҫулхине илес пулсан кăштах пĕчĕкрех, пĕлтĕрхи виҫе 16,8 процент чухлĕ пысăкланнă. Кăҫал вара кăтарту тата та хăпарнă, вăл виҫе 15 пин патнелле ҫитнĕ. Халăха эмелсемпе тивĕҫтерес ĕҫ те лайăх пулса пырать, федераци хыснинчен куҫарса паракан пулăшу 2,3 хут нумайланнă.

Тепĕр пысăк кăтарту – медицинăра ĕҫлекенсен шалу укҫи тивĕҫлĕ шайра пулни, юлашки 7 ҫул хушшинче вăл 2 хут та ытларах нумайланнă.



26 июня 2019
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter