Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ Лицейран вĕренсе тухнисене аттестат парса чысланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев вручил аттестаты об окончании школы выпускникам Лицея №4 города Чебоксары Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин тĕп хулинче  Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденийĕнче «4-мĕш лицейра» пулнă. Кăҫал вунпĕрмĕш класран 49 ача вĕренсе тухнă.

Тин кăна шкул ачи пулнă, халĕ вĕсем аслă ҫул ҫине тăма пикеннĕскерсене республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Палăртма кăмăллă, вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсенчен 9-шĕ ылттăн медале тивĕҫлĕ пулнă.

«Пурнăҫра сирĕншĕн ҫĕнĕ тапхăр пуҫланать. Кам та кам ҫакна тӳрех чухласа илет, хăшĕ-пĕрисем вара туйма та ĕлкĕреймерĕҫ пулĕ. Пурин те савăк кăмăл-туйăм, ырă шухăшсем пуҫра явăнаҫҫĕ. Шкулпа сывпуллашма ҫăмăлах мар. Юратнă вĕрентекенсем, тус-юлташсем», тесе каланă хăйĕн саламĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Ертӳҫи ҫамрăксене витĕм кӳрес ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ Правительствăра тăрăшакансем тенĕ. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассинче, тавракурăмлăха ӳстерсе пырассинче те сахал мар ĕҫленине палăртнă вăл. Паха пĕлӳ илме аслă шкулсенче, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенче условисем ҫав тери чаплă пулнине тепĕр хут аса илсе хăварнă.         

Регион Ертӳҫи вĕрентекенсене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене ырласа тав сăмахĕсем каланă. Пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшнăшăн мухтанă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Палăртнă тĕллевсем патне пысăк утăмсемпе пыма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев, ҫамрăксене вăй-хал суннă, пуҫаруллă пулма каланă.

Лицей директорĕпе Наталья Коноваловăпа пĕрле Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ылттăн медале тивĕҫнисене сумлăн чысланă, аттестат парса хисеп тунă.

Палăртмалла, кăҫал Чăваш Республикинче 6 пин ытла яш-кĕрĕм шкултан вĕренсе тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ конкурссенче пĕрре мар хисепе тивĕҫнĕ. Республикăра та вĕсем яланах ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче.

Экзаменсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, шкултан вĕренсе тухнă 64 ача ППЭ 100 бал пухнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ – 2-мĕш тата 3-мĕш лицейра, 61-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕреннĕ. Вырăс чĕлхипе, химипе, биалогипе ППЭ 300 бал пухса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă.   

Фоторепортаж



26 июня 2019
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter