«СОЦИС» социологсен обществăлла организацийĕн Чăваш Енри Call-центрĕнче Чăваш Республикин Администрацийĕ ҫумĕнчи Обществăлла канашĕн тухса ҫӳрекен ларăвĕ иртнĕ

На заседании общественного совета при Администрации Главы Чувашской Республики обсуждены актуальные вопросыҪĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче «СОЦИС» социологсен обществăлла организацийĕн Чăваш Енри Call-центрĕнче Чăваш Республикин Администрацийĕ ҫумĕнчи Обществăлла канашĕн тухса ҫӳрекен ларăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕҫне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт министрĕ Александр Николаев, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ – шалти ĕҫсен политикин Управленийĕн пуҫлăхĕ Николай Каргин, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнчи Управленисен ертӳҫисем пухăннă.

Канашлăва  пуҫтарăннисем халăха кăсăклантаракан ыйтусем пирки тарăн сӳтсе явнă.    Чăваш Енре тĕп хуламăрти транспорт реформи пирки сăмахланă. Сывлăх сыхлавĕ, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă.  

«СОЦИС»  социологсен обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн директорĕ Дмитрий Борцов хăйĕн докладĕнче Шупашкарта 2017-мĕш ҫулта транспорт реформи пурнăҫа анлăн кĕнине асăннă. Хулари экологи ыйтăвне татса парассипе те ҫакă ҫыхăннă тесе палăртнă вăл. Транспортсен йышне чакарасси, усăсăр унталла та кунталла ҫӳрекен автомашинăсен шутне чакарасси те кун йĕркинчех тăнине каланă вăл.

Реформа тени вара, халăха пĕтĕмпех туллин тивĕҫтерменни те куҫкĕретех, хăш-пĕр йывăрлăхсем те сиксе тухкаланă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев хăйĕн сăмахĕнче, наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртес тĕллевпе регионта курăмлă ĕҫсем йĕркеленсе пынине палăртнă. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе йышăннă, «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕ, автомашина ҫулĕсене тирпейлесе пыма ирĕк панине те асăнса хăварнă министр. Чăваш Республикинче анлă 3 регион шайĕнчи проект пурнăҫланать. Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 5 млрд танлашать.   Укҫа-тенкĕн ытларах виҫи Шупашкар хулине куҫать. Уйрăм районсене те тĕрев сахал мар.

Министр транспорт реформин пĕлтерĕшĕ пысăк тесе хакланă, ҫулсем ҫинче пулнă инкексен шучĕ курăмлăнах чакрĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – ҫулсем ҫинче пулнă инкексенче халăхăн пурнăҫне ҫăлса хăварасси, пăтăрмахсен шутне чакарасси», тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Александр Николаев.

Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова хаксем пирки ытларах чарăнса тăнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, конкурс условийĕсем ҫинчен каласа панă. Обществăлла хăрушсăрлăх тата коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Управленийĕн ертӳҫин докладне итленĕ. Чăваш Республикинче вырнаҫнă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем медицина препарачĕсемпе тивĕҫтернин кăтартăвĕсем ҫинчен чарăнса тăнă, фактсене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ҫитменлĕхсене ҫийĕнчех пĕтерме чĕнсе каланă регионти сывлăх сыхлавĕнчи хăш-пĕр учрежденийĕсен ертӳҫисене.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсемшĕн, должноҫра тăракан ҫынсен саккунпа килĕшӳллĕн явап тытма тивет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи обществăлла канашăн председателĕ   Нина Семедова-Полупан лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, уҫă калаҫу вăхăтĕнче сӳтсе явнă ыйтусем пирки влаҫ органĕсенче тăрăшакансем патне хыпарсене вăхăтра илсе ҫитерессе шанса каланă, ҫирĕп йĕркене пăхăнмаллине, кăлтăксем кăларса тăратакансем патне ӳлĕмрен те обществăлла тĕрĕслев пуласса палăртнă вăл.     

Фоторепортаж



27 июня 2019
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter