Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ яшсемпе хӗрсем! 

Паян пӗтӗм Раҫҫей Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑвать!

Сире, республикӑра пурӑнакан халӑхӑн чи хастар та яваплӑ та­та пуҫаруллӑ пайне – Чӑваш Ен яш-кӗрӗмне – уяв ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлас тетӗп!

Хӑвӑршӑн палӑртса хунӑ пархатарлӑ ӗҫӗрсемпе ҫутӑ ӗмӗтӗр­сем тата пӗтӗм тӗллевӗр туллин пурнӑҫланччӑр!

Яланах яваплӑ тата мал ӗмӗтлӗ пулӑр, халичченхи ҫитӗнӳсем­пе кӑна лӑпланса ан ларӑр, малалла ӑнтӑлӑр. Тӑван ҫӗршыва пӗтӗм чунтан юратӑр тата хисеплӗр. Вӗренӳре те, ӗҫре те малтисен ретӗн­че пулӑр, сирӗнпе аҫӑр-аннӗр тивӗҫлипе мухтанма пултартӑр. 

Чунӑрта хӗрхенӳлӗх тата ырӑ кӑмӑл нихӑҫан та ан иксӗлччӗр.

Сире ҫитӗнӳсем, ырлӑх тата тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Михаил Игнатьев



27 июня 2019
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter