«Земский учитель» программăна тĕпе хурса, спорт енĕпе ĕҫлекен тренерсене те тĕрев пама сĕнӳ тăратнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Михаил Игнатьев предложил распространить программу «земский учитель» на тренеров по физической культуре и спортуҪĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн президиумĕпе тата спорта аталантарассипе ĕҫлекен РФ Президенчĕ ҫумĕнчи канашăн пĕрлехи ларăвне хатĕрленекен ĕҫ ушкăнĕн пухăвне хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессинче РФ субъекчĕсен тата муниципаллă пĕрлешĕвĕсен спортпа туризма аталантарас ĕҫри витĕмлĕхĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче спорта аталантарассинче комплекслă ĕҫлесе пымаллине палăртнă. «Федераци тата регион шайĕнче ĕҫлекен влаҫри ҫынсен пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫлемелле.  Ҫакăн йышши килĕшĕве муниципалитетсен шайĕнче те татма юрамасть», – каланă регион Ертӳҫи.

Спорта аталантарас ĕҫе финанс тĕлĕшĕнчен тивĕҫтермелли тĕрев йĕркине те ҫĕнетсе пымаллине асăннă вăл. Кулленех ҫӳрекен граждансен йышне палăртакан тытăма пĕрпеклетсе пымаллине, кашни регионшăн ăна хăйне евĕр мар йĕркелемеллине каланă. Ун пек чухне кăтартăва та тĕрĕсрех палăртма пулассине ҫирĕплетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Нормативлă йĕркене сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмĕнчи пекех спортра палăртсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Патшалăх тивĕҫтерекен пулăшу пурин валли те пĕр пек пулмалла. Калăпăр, сывлăх сыхлавне илес пулсан, пĕр ҫын валли 15 пин тенкĕ тăкаклама бюджетра пăхса хăварнă, вĕренӳре – 14 пин.  Спортшăн вара 3 пин тенкĕ тĕрев пама ыйтса сĕнӳ тăратнă.

Регионсенче спортăн тĕрлĕ енĕпе федерацисем йĕркелемелле, ун чухне тен ытларах халăх спорта кӳлĕнĕ. Спорт клубĕсене анлăрах сармалла. Ыйту каллех ҫав тери кăсăклă. Сĕнӳ кăмăла каясса шансах тăратпăр тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Массăллă спорта вăй илтерес тесен, ҫакăн йышши условисем те витĕм кӳресси куҫкĕретех пулĕ ун чухне. Районсемпе хуласенче комплекслă спорт уйрăмĕсене хута ямалла, инфратытăма ҫĕнетмелле. Спорт хатĕрĕсем те паянхи пурнăҫ таппине килĕшсе тăмалла. Нормативлă база йĕрки те ҫĕнелсех пымалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кадр ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă хăйĕн докладĕнче.   Ытларах та ытларах районсемпе хуласене ҫамрăк специалистсене явăҫтарсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Михаил Игнатьев «земский учитель» программăна анлăрах сарма ыйтнă, вĕрентекенсене патшалăх енчен 1 млн укҫан пулăшу куҫнине палăртнă. Енчен те вăл тĕреве физкультура урокĕсене те ертсе пыракансем тивĕҫсен, тата та лайăхрах пулаччĕ тенĕ вăл. Ыйту ҫав тери пĕлтерĕшлĕ, пурин кăмăлне те ҫĕклессе шанса каланă.

«Енчен те социаллă пĕлтерĕшлĕ учительсемпе тренерсене хушса тӳлесен, нимĕн иккĕленмесĕрех пĕчĕк ялсене те специалистсем таврăнĕҫ», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ.   

Спорта граждансене явăҫтарассипе Чăваш Ен Раҫҫей шайĕнче тĕслĕх вырăнĕнче. 2018 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, мĕнпур халăхран 44,8 проценчĕ кулленех хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме спорта ҫӳрет, ҫĕршыра пирĕн регион ырă тĕслĕхре ку енĕпе

 Фоторепортаж



28 июня 2019
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter