«Пĕрремĕш пул!» ятлă ыр кăмăллăх акцине Шупашкарта 58 пине яхăн ҫын хутшăннă

  Ҫĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Пĕрремĕш канал «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцине регионта йĕркелесе ирттернĕ ĕҫе пĕтĕмлетнĕ паянхи канашлура.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче федераци шайĕнче иртнĕ мероприятине Пĕрремĕш каналтан 330 ҫын килсе ҫмтнине палăртнă. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна палăртса регионта чылай мероприятисем пулнине, Чăваш Ен ҫинчен самай тĕрлĕ кăларăмсем хатĕрленсе тухнине асăннă вăл. Сюжетсем пуян, халăх кăмăлне кайнине палăртнă сăмаха ҫавăрса. «Музыка Первого»  телеканалăн эфирĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ гала-концерта тӳрĕ эфирта кăларса пынă.   

Мероприятисене ирттерме яваплăха туйса ĕҫленисене пурне те ырласа тав сăмахĕсем каланă регион Ертӳҫи. «Планпа пăхса хунă мĕн пур мероприятисем ҫӳллĕ шайра иртнĕ. Ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем чĕререн савăннă. Пурне те уяв кăмăла кайнă. Хăнасем пирĕн ĕҫпе мăнаҫланнă, Чăваш Ен ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине ҫирĕплетрĕҫ», – тенĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов уяв пирки Пĕрремĕш каналăн мĕн пур блокĕсенче тулли хыпарсем тухнине пĕлтернĕ. «Чылай сăмах ырăпа каланă хăнасем. Кун пирки пĕрре мар вĕсем ҫирĕплетнĕ. Ҫамрăк юрăҫсене регион ҫав тери килĕшнĕ, халăх нумай пухăнни вара пушшех те кăмăла ҫăкленĕ», – тенĕ министр.   

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алевтина Федорова хатĕрленӳ ĕҫĕсем ҫав тери лайăх пулнине асăннă. Пуш уйăхĕнчен пуҫласа ятарлă ушкăн тĕллевлĕн ĕҫленине палăртнă. Малтанхи тапхăрсенчех тĕрлĕ объектсенче пулнине, регион пирки сюжетсем хатĕрленине пĕлтернĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.   

Пĕтĕмпе «Пĕрремĕш пул!» акципе килĕшӳллĕн 22 мероприяти ирттернĕ.  Чăваш Енри шалти  ĕҫсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенче 58 пин ытла ҫын хутшăннă. Социаллă ҫыхăнура #Чебоксарыгороддетскоймечты, #станьпервымчебоксары, #ямузыкапервого хэштегсемпе хыпарсем пирки вуласа пĕлме пулать.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков тĕрлĕ ведомствăсем хушшинче ҫирĕп ҫыхăну пулнине асăннă, мроприятисем курăмлă пулчĕҫ тенĕ.   

 Шупашкар хула ертӳҫи Евгений Кадышев хăйĕн сăмахĕнче ыр кăмăллăх акци ирттернĕ проектсенчен чи ăнăҫли Чăваш Енре пулнине, ҫакнах хăнасем те пĕрре мар ҫирĕплетнине хыпарланă. Чăваш Ен пирки хăнасем самай ырă сăмахсем калаҫҫĕ. Республика Ерртӳҫине, Правительство ертӳлĕхне мухтаҫҫĕ, тав тăваҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Михаил Игнатьев акци пирки сюжетсене, хыпарсене ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем патне  туллин илсе ҫитерме чĕнсе каланă.

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Пĕрремĕш каналăн генеральнăй директорĕ  Константин Эрнс патне ҫакăн пек чаплă уяв ирттерсе яма витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕсем янине хыпарланă.

 



03 июня 2019
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter