Шупашкарта «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акци гала-концертпа вĕҫленнĕ

На Красной площади города Чебоксары прошел гала-концерт «Стань первым!»Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта «Стань первым!» ыр кăмăллăх акцийĕ ҫав тери чаплă иртнĕ. Хĕрлĕ тӳремре гала-концерт пулнă. Ăна «Музыка Первого» телеканалпа тӳрĕ эфирта кăтартса пынă.

Пирĕн тăрăха килнĕ хăнасене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Пĕрремĕш каналăн генеральнăй директорĕн советникĕ Александр Ильин, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула адинистрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков ăшшăн саламланă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрремĕш каналăн туслă командине паллă пулăмпа хĕрӳллĕн саламланă, региона килме кăмăл тунăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ҫав тери ҫутă уяв пулса тăчĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн. «Сирĕн мероприятисем пурсăмăра та хавхалантараҫҫĕ. Пултаруллă ачасене тупса палăртма витĕм кӳреҫҫĕ. Ачасен ĕмĕчĕсем пурнăҫланчĕҫ», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  Ҫамрăк ачасене тин ҫеҫ пуҫланнă кану кунĕсемпе саламланă, вăхăта усăллă ирттерме чĕнсе каланă. 

Гала-концерта ертсе пыракансем регион Ертӳҫинчен ачасен ĕмĕчĕсем пурнăҫланни пирки ыйтса пĕлнĕ. Михаил Игнатьев яланах пурнăҫланҫҫĕ тесе хуравланă. «Ĕҫсене тулли кăмăлпа пурнăҫламалла, ыранхи куна та ĕненмелле»,   тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ.

Пĕрремĕш каналăн генеральнăй директорĕн советникĕ Александр Ильин Шупашкар халăхне мухтанă, йышлăн уява пухăннăшăн тав тунă. Сăмах май, тĕп хуламăр 550 ҫул ҫитнĕ ятпа тата ачасен тĕп уявĕпе саламланă.

«Пĕрремĕш канал пуҫласа Шупашкарта. Ыр кăмăллăх акци Чăваш Енре 17-мĕш пулчĕ. Сирĕн пата килнишĕн пĕрре те пăшăрханмарăмăр. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Халăх чылай пухăннă. Пултаруллă ачасемпе паллашрăмăр. Сиплев учрежденийĕсенчи ачасене те куртăмăр, вĕсен кăмăлне кăштах та пулин ҫемҫетес тесе тăрăшрăмăр. Нумай ачаллă ҫемьесемпе курса калаҫрăмăр. Пире Шупашкар ҫав тери килĕшрĕ. Ачасен ĕмĕтне пурнăҫлакан Шупашкар пулнине курса ĕнентĕмĕр. «Чебурашка» ачасем валли ятарлă комплекс та хитре, кăмăл-туйăма уҫса ярать», тесе каланă сумлă хăна.     

Михаил Игнатьев тата Александр Ильин асăннă кун журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.   

Ҫуллахи кунсен пĕрремĕш уявĕ калама ҫук хаваслă иртнине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачишĕн яваплăха туйса пурăнать. Чăн-чăн пуянлăх пирĕншĕн ялан – ачасем, РФ тивĕҫлĕ гражданинĕсем пулса ҫитĕнччĕр тесе ырми-канми тăрăшатпăр. Мероприятисем яланах пултаруллă ачасене тупса палăртма май параҫҫĕ», тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев

Пĕрремĕш каналăн ертӳҫи Константин Эрнс тата вĕсен туслă команди Чăваш Енре пурăнакансене сахал мар парнесем парса хавхалантрчĕҫ. Ачасем пĕтĕ чунтан савăнчĕҫ тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. «Парне яланах кăмăла ҫĕклет. Ачасем хаваслă. Уяв пурне те килĕшрĕ. Мероприяти хула пурнăҫĕшĕн сумлă историне кĕрсе юлчĕ», – тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.

«Кун пек мероприятисене ҫав тери ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернине эпир курман тесен те йăнăш мар. Чăваш Ен ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  Мĕн пур халăх савăнать, пурте кăмăллă, уяв чаплăран та чаплă пулчĕ», –  тенĕ сумлă хăна Александр Ильин.  Тĕнчипе чапа тухрĕ Чăваш Ен. Шупашкар пирки тӳрĕ эфирта виҫĕ сехет хушши Пĕрремĕш канал хăйĕн передачисенче уяв пирки тĕплĕн паллаштарать ҫынсене. Мероприяти кун пек чаплă нихăҫан та иртмен теме те юрать, эсир вара паха тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăтăр ыттисемшĕн тенĕ вăл.

Чăваш Енре пурăнакансене ытти регионсенчен килсе ҫитнĕ хăнасене паллă юрăҫсем: Alekseev, Люся Чеботина, Ivan Valeev, CALI, Звонкий, Мари Краймбрери, Юля Волкова, HARU, 5sta Family, Никита Кунов, Артём Качер, MONMART, Combat Cars, Анастасия Кожевникова, Мохито, VERBEE, Ваня Молоток,  VADA, Radiokidsfm Show тата Дискотека Авария хăйсен юррисене парнеленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун уяв программи салютпа вĕҫленнĕ.      

Фторепортаж



03 июня 2019
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter