Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Ҫĕртме уйăхĕн  3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма пуҫличчен, регион Ертӳҫи ку эрнере республикăри 15 районта ĕҫпе юрă спорт уявĕ «Акатуй» иртессине хыпарланă. Районсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлекен яваплă ҫынсене муниципалитетсенчи тирпейлĕх ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Ҫулсем, объектсем пĕтĕмпех таса пулмалла, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла тесе сăмаха ҫавăрса илнĕ регион Пуҫлăхĕ. Кунсăр пуҫне тепĕр самант пирки те чарăнса тăнă, Ҫимĕк ҫывхарса килет, апла пулсан масарсем ҫинче те тасатмалла. Унта та тирпейлĕх пулмаллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов уй-хир ĕҫĕсем пирки кĕскен чарăнса тăнă канашлура.

Ҫĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне ҫурхисене 224, пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă. Планпа пăхса хăварнинчен 93,4 процент шутланать.  (2018 ҫулта – 206,3 пин  га йышăннă). Кĕрхисене тепĕр ху акни те чылай, кăтарту 45,7 пин га танлашать. Чи лайăх ĕҫлекеннисем: Тăвайсем, Елчĕксем, Патăрьелсем, Ҫĕрпӳсем.

Ӳсен-тăрана им-ҫамлассипе те регионта аванах ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Хальлĕхе ăна 86,5 пин га йышăнакан ҫĕр лаптăкĕнче пурнăҫланă.  

Ҫу тирпейлесе кăларма май паракан курăксем те самай акса хăварнă республикăра. Пĕлтĕрхинчен кăтарту чылай пысăк.   Ҫĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне культурăсене 25,9 пин га ҫинче акса хăварнă, пĕлтĕрхинчен 1,5 хут пысăкрах кăтарту тесе хыпарланă вице-премьер.

Паянхи кун тĕлне 5,9 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫĕр улмине лартса хăварнă. Патăрельсем, Каҫалсем ыттисемшĕн паха тĕслĕхре. Куславкка, Вăрмар районĕсем те вĕсенчен юлмаҫҫĕ.   Вăрлăх сухана акса ҫитĕнтерессипе те хуҫалăхсем паха ĕҫлеҫҫĕ. Сахăр кăшманĕн анисем те уй-хирте ешерсе лараҫҫĕ.  

Хăмла пахчисем 103 га йышăнаҫҫĕ.

Республикăри сакăр районта выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Курăк ҫулассипе хушма хуҫалăхсенче те тĕплĕ тăрăшаҫҫĕ. Элĕкре, Патăрелĕнче, Канашра, Каҫал енре, Хĕрлĕ Чутайра, Ҫĕрпӳре, Шăмăршăра, Ельчĕкре хуҫалăхсем нумай ҫул ӳсекен курăксене ҫулса типĕтме пуҫланă. Хĕрлĕ Чутайра сенаж та хатĕрлеме тытăннă.

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хуҫалăхсенче ăҫта ҫурхи ĕҫсене вĕҫленĕ, вĕсен техникисемпе ытти хуҫалăхсене куҫарма, унти усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă.  Кăҫал 18,2 пин га йышăнакан ҫĕр лаптăкне тирпейлеме плана кĕртнĕ республикăра.

Регион Ертӳҫи ҫĕр улми анисене пĕчĕклетнĕшĕн пăшăрханса каланă. Ӳлĕмрен те ҫĕр улин анисене чакарса пырсан, пирĕн лавккасенче тавар пачах та юлмĕ, ытти ҫĕршывсенчен илсе килме тивет пахча ҫимĕҫе. Хуҫалăх ертӳҫисемпе ыйтăва тарăн сӳтсе явмалла, ҫĕр улми халăхăн тĕп культурисенчен пĕри шутланать. Кун пирки манма юрамасть тесе асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Выльăх шутне ӳстересси, сĕт сăвăмне хăпартасси, апат епле хатĕрленинчен те чылай килет, ҫавăнпа та нумай ҫул ӳсекен курăксене вăхăтра ҫулса типĕтмелле.     



03 июня 2019
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter